Комментари хушас

17 Кăрлач, 2019

Сергей Светопольскин тăванĕсене тупса котелок парасшăн

"Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçатне" аякри Калининград облаçĕнчен пулăшса ыйтса çыру çитнĕ. Акă епле пĕлтернĕ çав тăрăхри Гусев хулинче пурăнакан Петр Кулик.

"Сывлăх сунатăп, Чăваш Ен! Сирĕн пата унччен Хĕвел тухăç Прусси пулнă, халĕ Калининград облаçĕнчен çыратăп.

Манăн алла питĕ интереслĕ япала лекрĕ. Ку — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи салтак котелокĕ. Вăл чăваш çыннин Сергей Прокопьевич Светопольскийĕн пулнăскер. Ăна хĕрÿ çапăçусем пулнă вырăнта нумаях пулмасть тупрăмăр. Эпир пĕлнĕ тăрăх, Сергей Прокопьевич вăрçăра вилмен. Ăна 1985 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе чысланă. Награда илме тăратнă хут çине "Прокофьевич" тесе çырнă, çуралнă вырăнĕ — Чăваш Ен. Унăн вăрçăри çул-йĕрне ПОБЕДИТЕЛИ.РУ сайтра 7916-мĕш страницăра та тупрăмăр. Анчах пурăнакан вырăнĕ — Приморье крайĕ. Çапах хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, çуралнă çулĕ — 1921 — пĕр килет.

Сергей Светопольскин тăванĕсене шыраса тупас килет. Вĕсен кăмăлĕ пур тăк çак реликвие парăттăм. Çавăнпа та сирĕнтен пулăшу кĕтетĕп".

www.hypar.ru