Комментари хушас

22 Кăрлач, 2019

Преступлени — сахалрах

2018 çулта Чăваш Енре регистрациленĕ преступленисен шучĕ 7,6% чакнă — пĕтĕмпе 11824 тĕслĕхе шута илнĕ. Çак тата ытти цифрăна ытларикун шалти ĕçсен министерствин коллегийĕн ларăвĕнче Сергей Неяскин министр асăнчĕ. Ларура полицин иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.

Çын вĕлернĕ, çын сывлăхне йыывăр сиен кÿнĕ, хурахла тапăннă, çаратнă, хĕрарăмсене мăшкăлланă, çынна асаплантарнă, вĕлерессипе хăратнă тĕслĕхсем, преступленисен ытти тĕсĕ, çулсем çинчи аварисен тата вĕсенче вилнисен шучĕ чакнă. Преступленисене уçса парассин кăтартăвĕ те лайăх. Апла пулин те министр чылай енĕпе ĕçе лайăхлатма май пуррине палăртрĕ, ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме шантарчĕ.

Йĕркелĕх хуралçисен ĕçне хаклама республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл пакунлă çынсене тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав турĕ, çав вăхăтрах умра пысăк тĕллевсем тăнине те палăртрĕ. Калăпăр, Президент палăртнă наци проекчĕсене пурнăçласси. Укçапа тирпейлĕ тата тухăçлă усă курас тĕлĕшпе полици тимлĕхĕ те кирлĕ.

Тав тенĕрен, Сергей Неяскин Михаил Васильевича хăйне те награда пачĕ — Раççей шалти ĕçсен министрĕ Владимир Колокольцев алă пуснă Хисеп грамотине парса саламларĕ. Регион ертÿçи çак чыса полицие пулăшса пынăшăн тивĕçнĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Теги: