Комментари хушас

23 Кăрлач, 2019

Раççей аграри студушкăнĕн йышне кĕнĕ

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсен «Зверополис» ушкăнĕ 2019 çулта ятарлă конкурс витĕр тухса Пĕтĕм Раççейри студентсен ял хуçалăх «МоСт» отрячĕн йышне кĕнĕ.

Чăваш Ен аграри аслă шкулĕн вĕренекенĕсем «МоСт» ĕç-хĕлне 2017 çултанпа хутшăнаççĕ. Асăннă пĕрлешĕвĕн тĕллевĕ — Раççейри студотрядсене аталантарасси, çамрăксене ĕçе хăнăхтарасси, вĕсене çĕршывăн социаллă тата экономика çĕкленĕвне явăçтарасси. Виçĕ çул ĕнтĕ унăн йышĕнчи студентсем Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «ЭкоНиваАгро» комплексĕнче тăрăшнă, çак пуçарăва малалла та тăсĕç. Выльăх-чĕрлĕх пăхса икĕ уйăх тăрмашнă май пулас ветеринарсемпе зоотехниксем Раççей тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çамрăксемпе туслашаççĕ.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

Рубрика: