Комментари хушас

28 Кăрлач, 2019

«Экокартиш» проект пурнăçланать

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Андриян Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче «ЭКА» экологи юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Шупашкарта пурăнакансем валли «Хĕллехи Экокартиш» уяв йĕркеленĕ. Сăмах май, «Экокартиш» — пĕтĕм Раççейре пурнăçланакан проект. Çÿп-çапа уйрăммăн пухма вĕрентес тĕллев ун шăнăрĕнче.

Уяв йĕркеленĕ май паркра тепĕр хутчен усă курма юрăхлă çÿп-çап — хут, пластик кĕленчесем, пăкăсем — пухнă. Юр кĕлетке çуртĕнче те çÿп-çапа уйрăммăн тăкма сĕнекен, ку е вăл япалан ĕмĕрне тăсма хавхалантаракан ăсталăх класĕсем иртнĕ.

«Экокартише» 100 ытла çын хутшăннă, иккĕмĕш хутчен усă курма 300 килограмм яхăн хут, пластик пухнă вĕсем.

Кунашкал черетлĕ уява нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Теги: