Комментари хушас

29 Кăрлач, 2019

Стипендие тивĕçнĕ

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агроклассенче вĕренекенсен хушшинче профильлĕ тестировани иртнĕ. Математика, физика, биологи предмечĕсен тĕрĕслевне республика шкулĕсенчи 11-мĕш классенче вĕренекен 130 çамрăк хутшăннă.

Агроклассенче вĕренекен 10 шкул ачи, тестировани ĕçĕнче 167-рен пуçласа 195 балл пухнисем, Чăваш патшалăх ялnхуçалăх академийĕн стипендиачĕсем пулса тăнă. Асăннă аслă шкул маттурскерсене 2019 çулăн маланхи пилĕк уйăхĕнче тивĕçнĕ укçапа хавхалантарĕ.

Стипендиатсем дипломсене тата пылак парнесене тивĕçнĕ. Кашни хутшăнакан сертификатлă пулнă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: