Комментари хушас

31 Кăрлач, 2019

Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче курав уçăлнă

Çак кунсенче Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче харăсах икĕ курав уçăлнă: «Тĕрĕ тĕнчи» тата «Тăван тăрăх». Курав уçăлнă ятпа иртнĕ савăнăçлă мероприятие килнисем Андрей Логинов ÿнерçĕн 60 произведенийĕпе паллашнă. Надежда Кузнецова тĕрĕ ăстин 100 ытла ĕçне курса киленнĕ.

Пысăк курав залĕнче пейзаж, портрет, натюрморт жанрĕсем вырăн тупнă. Çавăн пекех чăваш халăх тĕррисене тĕпе хурса хатĕрленĕ панно, минтер, салфетка, кавир, качча каякан хĕр пĕркенчĕкĕ вырнаçнă. Чăваш орнаменчĕн, çĕввин вăрттăнлăхĕпе хăнасене Евгения Жачева педагог каласа кăтартнă. Тĕрĕ ăстин, Надежда Кузнецовăн шухăшĕпе, экспозицири пур япалана та авалхи чăваш çырăвне шута илсе ăсталанă. Унта хăйне евĕрлĕхсĕр пуçне пурнăç йĕрки сăнланнă. Мероприятие Сĕнтĕрвăрри хулинчи вырăс халăх хорĕ юрă-кĕвĕпе пуянлатнă.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Сap.ru сайтран илнĕ сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 
Теги: