Комментари хушас

Çулталăк каялла тунă йăнăша пула Куславкка районĕнчи Анна Шаготова пĕчĕк хĕрне хăйĕнчен уйăрнă. Унпа пĕрле пулассишĕн çамрăк амăшĕ темĕн те чăтма хатĕр.

Килте çуратнă

21-ри Анна ачан ашшĕ пирки сăмах ваклама юратмасть. «Хĕрпе каччăлла çÿреттĕмĕр. Манăн хырăм юлчĕ те… çуратас терĕм. Савни те ашшĕ пулма хатĕрленчĕ, анчах ăна тем пулчĕ — ăнсăртран çухалчĕ», — каласа кăтартрĕ хĕрарăм. Ева вăхăтсăр çуралнă, амăшĕн хырăмĕнче тĕвĕленнĕ хыççăн 26 эрнерен çут тĕнчене килнĕ. Анна ăна килĕнчех кун çути парнеленĕ. «Мана пулăшакан та пулмарĕ. Килте тăваттăри йăмăк çеçчĕ. Пĕчченех çуратрăм та васкавлă медпулăшăва шăнкăравларăм. Тухтăрсем икĕ сехетрен çеç çитрĕç…» — терĕ Аня. Пепкене Куславкка больницине çитернĕ. 900 грамм таяканскере йышăнма шикленнĕ — Çĕнĕ Шупашкарти перинаталь центрне куçарнă. Кайран унти реанимацирен Евăна Шупашкара илсе çитернĕ. Амăшĕ пăшăрханнă, пепкине нимĕнпе те пулăшайманшăн куляннă.
«Çуралсанах Ева хăй тĕллĕн сывларĕ. «Малюткăна» куçарсан ăна аппаратпа сывлаттарма тытăннă. Варта аталанса çитейменнине пула тĕрлĕ чир-чĕр тупса палăртрĕç. Диагнозсем — çур страницăлăх», — терĕ Аня.
Çав уйăхсенче амăшĕ тĕтрери евĕр çÿренĕ. Куславкка районĕн администрацийĕн опекăпа попечительлĕх органĕ Шаготовăсен тĕлĕшпе ĕçе пуçăннă. Анна психика тĕлĕшĕнчен сывă маррине, сусăр ачине пăхайманнине çирĕплетнĕ. «Специалистсем ачана çулталăклăха ача-пăча учрежденине вырнаçтарма сĕнчĕç. Тухтăрсем те хăрататчĕç: «Ачу пурăнмĕ, пăрахса хăвар! Больницăран тухсан та ăна ура çине тăратаймăн», — терĕç. Евăна ыталаса чуптума кăна мар, куç хÿрипе курасчĕ тесе ĕмĕтленеттĕм. Больницăна çитсен ун патне кĕртмешкĕн тархаслаттăм. Мана уйрăма та иртме ирĕк памарĕç. Опека органĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштармарĕç, ача инвалид пулнине çирĕплетекен хута та аран ыйтса илтĕм», — аса илчĕ Аня.

Эрнерен — реанимацие

Аня пĕчĕк чухне ашшĕ-амăшĕпе çул çинче аварие лекнĕ, ун чухне вăл сасă чĕлĕхĕсене сиенлетнĕ. Шкулта аванах ĕлкĕрсе пынă. Психика тĕлĕшĕнчен те уйрăлса тăман. Анчах класс ертÿçи хĕрачана Çĕрпÿри ятарлă интерната вырнаçтарма сĕннĕ. 21-ри пикен тăхăр класс вĕренсе тухнине çирĕплетекен документ çеç пур. Унăн калаçу чĕлхине ăнланма йывăр, вăл шăппăн калаçать. Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿксен камран пулăшу ыйтмаллине те пĕлмен. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.