Комментари хушас

7 Feb, 2019

Шахматла выляса Никольские çĕнтернĕ

Шахтăран ĕçлесе таврăннă арçын урамри ачасене пуçтарнă та татуировка ÿкернĕ. Пурхилĕн аллине самаях шултра сас паллисемпе «Паша. 1942» тесе çырнă. Чăваш халăх поэчĕ пуласса пĕлнĕ тĕк Порфирий Афанасьев урамри ача-пăча хыççăн каймĕччĕ. Паша тесе ăна никам та чĕнмен, Порфирий ят вăрăм пулнăран кăна çапла кĕскетнĕ.
Нарăсăн 20-мĕшĕнче Порфирий Васильевич 77 çул тултарать. Çамрăклăх пирки аса илмешкĕн мĕншĕн сăлтав мар ку?

Вĕрентекен
Эпĕ Тутарстанри Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелтен. Атте граждан вăрçине хутшăннă. Хамăр ял çыннипе Митта пиччепе иккĕшĕ Украинăра тыткăна лекнĕ, унтан тухса тарма май тупнă. Атте çÿллех мар пулин те вăйĕ тапса тăнă, кÿршĕ ял паттăрĕсене çĕнтернĕ. Аттен аслашшĕ Хура Макçăм 110 çул пурăннă, ун пек вăрăм ĕмĕрлĕ çын таврара пулман. Атте 77-е çитсен вилчĕ.
Эпĕ атте фронтра чухне çуралнă. Чирлĕ те имшер пулнăран анне манпа мĕн тумаллине пĕлмен. Ахаль те унăн икĕ ачи чире пула вилнĕ. Вара юмăç карчăкне чĕнсе илнĕ. Вăл ман çине пăхнă та алă сулнă: усси çук, пурăнаканскер мар имĕш. Анне мана урапа çине хурса уя тырă вырнă çĕре илсе çÿренĕ. Пĕртен-пĕр ывăлĕ паян-ыран вилессе иккĕленмен. Эпĕ вара пурăнассишĕн кĕрешнĕ. Кĕçех атте таврăннă. Салтак кутамккинчен темиçе катăк сахăр кăларнă. Снаряд ванчăкĕ янах шăмми витĕр тухса кайнăран çăварĕнче пĕр шăл та çукчĕ ун. Вăл мана яланах хăйĕнпе пĕрле илсе çÿретчĕ. Эпĕ кĕçĕнни тата пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнăран мана питĕ юратнă. Аппасем те лайăхчĕ. Шкултан хитре кĕнекесем илсе килетчĕç, юмах, сăвă вуласа паратчĕç. Вĕсем пулăшнипех 5-6 çулсем тĕлне вулама, хушма-кăларма вĕрентĕм.
4-мĕш класра вĕреннĕ чухне районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пирĕн шкул ачисем хурт-хăмăр, колхоз уй-хирĕ валли им-çамлăх кĕл пуçтарни çинчен çырнăччĕ. Заметка айĕнче А.Ульянин тенĕ. Ку 5-мĕш класри Аркади вĕт! Хаçат страницине мĕнле майпа лекнине унран ыйтса пĕлтĕм. Вара эпĕ те тем çинчен те çырма тытăнтăм. Константин Петров журналист мана паллатчĕ. Çулталăкра темиçе те пирĕн яла пырса каятчĕ. Вăл хушса хăварнă ĕçсене пурнăçлаттăм.
Аслă классенче вĕреннĕ чухне физикăпа астрономи учителĕ маншăн тĕслĕх пулса тăчĕ. Эпĕ çакнашкал çын пулса тăнинче унăн тÿпи питĕ пысăк. Хусанти пединститут хыççăн пирĕн шкула направленипе килнĕскер пĕрремĕш кунсенчех шкул картишне илсе тухрĕ, волейбол лапамĕ турăмăр. Учитель хăйĕн мечĕкне илсе килчĕ. Ку вăйă пире питĕ килĕшрĕ, тренировкăсем пуçланчĕç. Çулталăкран районти Сапантуйра чемпион пулса тăтăмăр. Хĕлле хамăр ăсталанă «Буранпа» юр тăрăх вĕçтереттĕмĕр, çулла кимĕпе ярăнаттăмăр. Çĕрĕпе çывăрмасăр тÿпери çăлтăрсене, спутниксене чăн-чăн телескоппа сăнаттăмăр. Çуллахи каникулта Михаил Петрович ертсе пынă туристсен ушкăнĕпе çула тухма тÿр килчĕ. Çур уйăха яхăн виçĕ район витĕр çуран утрăмăр, теплоходпа та кайрăмăр. Каярах пире «СССР турисчĕ» кăкăр палли те пачĕç. Мĕн чухлĕ савăнăçчĕ! Мĕн чухлĕ йывăрлăх парăнтарнă тата: çĕрлехи сивĕсем, çумăр… Пирĕн пĕр палатка та пулман, кашни каç йывăç турачĕсенчен, курăкран хÿшĕ ăсталаттăмăр, çывăхри ялсенчен çимелли тупаттăмăр. Пĕçеретпĕр, кун кĕнеки çыратпăр, сăвă шăрçалатпăр, кăвайт умĕнче юрлатпăр… Çавăн чухне, 1957 çулта, Хусанти пединститутăн физикăпа математика факультечĕн лабораторийĕнче хам ĕмĕрте пĕрремĕш хут телевизор куртăм. Ун чухнех циркра, зоопаркра, обсерваторире, хайхи «Хĕрлĕ ялав» редакцийĕ вырнаçнă Пичет çуртĕнче те пулса куртăмăр. Пире Исаак Скворцов тĕп редактор хăй кĕтсе илчĕ, экскурси ирттерчĕ. Сыв пуллашас умĕн мана çырса тăма ыйтрĕ, шкул хыççăн тÿрех кунта ĕçлеме килме чĕнчĕ. «Ăна шанма пулать, сирĕн пата килетех», — маншăн хуравларĕ вĕрентекенĕм. Ку тĕлпулăва вăл юриех маншăн йĕркеленĕ вĕт-ха.
Шăнкăрав
Аттестат илтĕм, ăсату каçĕ хыçа юлчĕ. Ирхине пирĕн пата ял канашĕн председателĕ хашкаса чупса килчĕ. Тутарстан Аслă Канашĕн депутачĕпе, «Хĕрлĕ» ялав» хаçат редакторĕпе Скворцовпа телефонпа калаçмашкăн чĕнет. Çара уранах тухса чупрăм. Телефон кĕпçине ярса илсен палланă сасса илтрĕм.
— Сывлăх сунатăп, Порфирий. Ну, шкула мĕнле пĕтертĕн?
— Аванах, — терĕм хумханса.
— Акă мĕн: паянах мунча кĕр те чăматан пуçтар, ыран Хусана кил. Эпир сана ĕçре кĕтетпĕр.
— Ăнлантăм, тавах, килетĕп, — хуравлама ĕлкĕртĕм эпĕ.
Кĕске калаçу тăнран ячĕ. Вăл мана турист чухне пĕртен-пĕр хутчен кăна курнă вĕт-ха. Атте-анне инçете кăларса ярĕ-ши? Ыран тухса каймаллине епле калас? Анне мана 44-ра çуратнă, атте — сусăр, сывлăхĕ кунран-кун хавшаса пырать. Эпĕ — вĕсен шанăçĕ, тĕпкĕч. Атте ачаран хресчен ĕçне вĕрентсе ÿстерчĕ. Хула пурнăçне ăнкарса та каймастăп. Киле çитсен телефонпа калаçни пирки чи малтан аттене калас терĕм. Унсăрăн анне йĕме тытăнĕ те ĕмĕтĕм пăчланĕ. Атте картишĕнче ăшталанатчĕ, вăл та мана кĕтнĕ. Председатель ахальтен чĕнменнине чĕри сиснĕ. Ăна куçран пăхрăм та хумханăва аран тытса чарса сăмах хушрăм: «Атте, мана Хусана редакцие ĕçлеме чĕнеççĕ…» Пуçа пĕкрĕм те пĕрле вĕреннĕ тусăм Володя Хавандеев патне кайрăм. Мана итленĕ хыççăн унăн та Хусана каяс шухăш çуралчĕ. Вĕсен ача нумайччĕ. Пĕри кайнăшăн килтисем хурлансах лармĕç. Анне куççульне шăла-шăла мунча хутрĕ, япаласене çуса, якатса пачĕ. Куçма пиччерен граждан вăрçинчен илсе таврăннă чăматанне илсе килтĕмĕр.
Редакцире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ĕç кунĕсем пуçланчĕç. Пĕр хуçалăхран таврăннă хыççăн материала сăвăласа çырса патăм. Ăна 1-мĕш страницăрах пичетлерĕç, тепрехинче те çавăн пек майпах доярка пирки репортаж çыртăм.
Малтанхи уйăхсенче редакцирех пурăнтăм. Тĕп редактор ман валли вырăн таврашĕ илсе килчĕ. Пÿлĕмре кĕнеке нумайччĕ. Пурте киле кайса пĕтсен вĕсене вулаттăм, сăвă çыраттăм. Кунтах нумай паллă çынпа тĕл пулма тÿр килчĕ. Вĕсенчен пĕри — «Хыпар» хаçат пуçаруçи Николай Никольский ăсчах, этнограф, историк, педагог. 80-ран иртнĕскер питĕ правурччĕ, калаçма юрататчĕ, редакцие кашни кун тенĕ пек апат вăхăтĕнче килетчĕ. Хисеплĕ мучи яланах таса та якатнă кĕпепеччĕ, алăка хуллен шаккатчĕ. Редакторпа шахмăтла вылянине сăнаттăм. Çав самантра Исаак Васильевича пĕр-пĕр мероприятие чĕнсе илсен ун вырăнне эпĕ лараттăм, профессорпа темиçе парти выляма тÿр килчĕ. Вăл ку енĕпе питĕ ăстаччĕ. Çапах пĕррехинче ăна çĕнтертĕмех. Тепĕр кунхине кун пирки редактор пĕлнĕ те мана асăрхаттарчĕ: çавăн пек сумлă çын кăмăлне пăсма юрамасть. Малашне вăйăсем никам та çĕнтерменнипе е профессор мала тухнипе вĕçленчĕç.
Облаçри хаçат ĕçне хăнăхрăм ĕнтĕ. Икĕ уйăхран юратнă вĕрентекенĕм Михаил Михеев çитрĕ, вăл университетра аспирантурăра вĕренетчĕ, наука енĕпе ĕçлеме тытăннăччĕ. Çавăн пек çын çумра пулнине шăпа парни вырăнне йышăнтăм. «Кунта нумай ан лар, санăн вĕренмелле», — сĕнчĕ вăл. Ăна итлерĕм, вăйлă конкурс, экзаменсем витĕр тухса Хусанти пединститутăн вырăс чĕлхипе литературин уйрăмне вĕренме кĕрейрĕм. Редакци ĕçне те пăрахмарăм, вăл маншăн тăван кил пекех çывăх пулса тăчĕ.
Космонавт
Культура керменĕнче чăваш поэзийĕн каçĕ иртрĕ. Зал тулли халăх. Мана та сăвă вулама кăларчĕç. Унăн ятне — «Мунча» — каласанах пурте ахăлтатса кулса ячĕç. Эпĕ çухалса кайрăм. «Пуçна çĕкле! Сăвву аван», — хавхалантарчĕ президиумра ларакан Петĕр Хусанкай. Вара эпĕ çурхи акаран хресченсем ĕç тарне çуса ярас тесе мунча кĕме васкани пирки çырнă сăвва янраттартăм.
Студент вăхăчĕ мĕн тери хаваслă иртнине калама та кирлĕ мар. Пур çĕре те çитме тăрăшнă, таçта та хутшăннă, юрланă-ташланă. Сасă аванччĕ те чутах музыка факультетне куçаратчĕç. Стена хаçачĕн художникĕччĕ эпĕ. Хулари пĕр конкурсра пирĕн хаçат çĕнтерчĕ. Çавăншăн мана Ленинграда каймашкăн турист путевки тивĕçрĕ.
1961 çулхи çуркунне çитрĕ. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕ. Эпир лекцире ларатпăр. Сасартăк коридорта: «Этем космосра! Совет çынни космосра!» — кăшкăрни янăраса кайрĕ. Студентсем аудиторирен самантрах чупса тухрĕç. «Мускавран ТАСС хыпар пĕлтерчĕ: пирĕн çын космосра. Вăл ăнăçлă анса ларнă ĕнтĕ. Майор… Юрий Гагарин ятлă», — пĕлтерчĕ деканатран хăпарнă каччă. «Ура-а-а!» кăшкăрса пĕр-пĕрне ыталарăмăр, чуп турăмăр. Эпĕ нумай шухăшласа тăмасăр тÿрех Пичет çуртне чупрăм, вăл институтран 250-300 метртаччĕ. Илтнĕ информацие тĕрĕслемелле-çке. Çаплах иккен! Пур пÿлĕмрен те радио историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ хыпар пĕлтерет. Николай Демидов редактор мана курчĕ те саламларĕ. «Мĕн тумалла?» — тетĕп. «Савăнмалла! Хаçат вулаканĕсене те савăнтармалла. Ыран санран паянхи кун пирки сăвă кĕтетĕп. Хăть çурăл — çырса пар!» — хушрĕ пуçлăх. «Илсе килетĕп. Паллах, çыратăп! Кунĕ епле те!» — хуравларăм эпĕ. Тепĕр кун ирпе редактор сĕтелĕ çинче «Паянхи Прометей» сăвă выртрĕ. Тутарстанра космос темипе çырнă чăвашла пĕрремĕш сăвă пулчĕ вăл. Ăна шкул ачисем линейкăсенче вуланă, пăхмасăр вĕреннĕ.
Каникулта тăван ялта пурăнтăм. Çĕнĕ костюм валли укçа ĕçлесе илесшĕнччĕ, атте-аннене те пулăшмалла. Çурла уйăхĕнчи пĕр каç вăрман касса таврăнаттăм. Кÿршĕ ачи чупса килчĕ те: «Порфирий тете! Эсир пĕлместĕр пуль-ха: тÿпене космонавт хăпарнă, вăл чăваш!» — тет. Радио кунĕпех кун пирки калать иккен. Кĕтÿ кĕтме тухнă атте уяв чухнехи пек савăнăçлă. Радиопа Левитан сассине илтсен ывăнни самантрах çухалчĕ. Аттене ыталаса илтĕм. Чăваш халăхĕшĕн чунтан калама çук мăнаçлантăм. Тепĕр кун ирпе ял канашне Хусана телефонпа шăнкăравлама кайрăм. Редактора саламлас килчĕ. Вăл çакна кăна кĕтнĕ тейĕн: «Васкавлăн кил, çынсем отпускра, ĕç нумай. Космонавтăн тăван ялне каймалла пулĕ тен», — терĕ. Часрах пуçтарăнса çула тухрăм. Костюм валли атте пенси укçине пачĕ.
Шупашкара космонавтпа тĕл пулма каякансен йышне мана та кĕртрĕç. Журналистсене теплоходăн пĕр каютине вырнаçтарчĕç. Шĕкĕр хуламăрта унччен эпĕ пĕр хутчен кăна пулнăччĕ. Ялти юлташăмпа çÿренĕччĕ. Хусан хыççăн Шупашкар хăтлă туйăнмарĕ, Хĕрлĕ лапамра каллĕ-маллĕ чупакан автобуссенчен тĕтĕм, тусан тăратчĕ. Пирĕн шурă çухавасем хуралса ларнăччĕ. Хальхинче пачах урăх ÿкерчĕк тухса тăчĕ. Ăмăр та сулхăн çанталăка пăхмасăр хула илемлĕ курăнчĕ, ялавсем, транспарантсем вĕлкĕшрĕç, вырăс, чăваш, украин космонавчĕсем, çĕршыв ертÿçисен портречĕсем, музыка кĕрлерĕ… Пире «Пресса» тесе çырнă ятарлă автобуса лартрĕç. Космос геройĕ иртмелли çул икĕ енĕпе пин-пин çын тăчĕ. Çуртсен балконĕнчен, тăрринчен сăнакансем те нумайăнччĕ. Самолет анса ларчĕ те алăкран Андриян Николаев курăнчĕ. Савăнăçлăн та хумхануллăн «Салам!» — терĕ. Чăваш кĕпи тăхăннă пикесем ăна çăкăр-тăварпа, сăрапа кĕтсе илчĕç. «Мĕн тери тутлă пирĕн çăкăрпа чăваш сăри!» — мухтарĕ Андриян Григорьевич. Эпĕ ун чухне 20-реччĕ. Самана таппинче вĕренĕ, пурнăçпа тан утнă.
Пĕврен çÿллех пулманран хĕрсемпе калаçма вăтанаттăм. 4-мĕш курсра аннепе пĕрле унăн йăмăкĕсем патне Самар облаçĕнчи Çĕнĕ Таяпа ялне хăнана кайрăмăр. Ялан колхоза пулăшнăран пире питĕ лайăх ăйăр пачĕç. Йысна маттур хĕрпе паллаштарма шантарчĕ. Клубра Вальăна пĕрре курсанах: «Ку манăн арăм пулать», — терĕм. Çаплах пулчĕ те. Хĕллехи каникулта авлантăм. Арăм манăн атте-анне килĕнче пурăнчĕ, шкулта пионервожатăйра ĕçлерĕ. Эпĕ Хусана тухса кайрăм, манăн патшалăх экзаменĕ тытмаллаччĕ. Диплом илсен тăван шкула вырнаçрăм. Арăмпа эпир нумай çул килĕштерсе лайăх пурăнтăмăр.
Алина ИЗМАН.
Порфирий АФАНАСЬЕВ архивĕнчи тата автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.