Комментари хушас

14 Нарăс, 2019

Килти çĕр улмине вăрттăн кăларса çинĕ

Пĕчĕкренех ыран мĕнле пурăнасси пирки шухăшлама тивнĕ унăн. Çичĕ-сакăр çултанах хĕрача аслисемпе тан уя тырă вырма тухнă. Çамрăкранах нуша курнăран Нина аппа çирĕп кăмăллă çын пулса тăнă. Вăрмар районĕнчи Саруй ялĕнче çуралса ÿснĕ Неонила Трофимова хăйĕн ĕмĕрĕнче колхозра, чукун çул çинче, ялти пекарньăра вăй хунă, «Ĕç ветеранĕ» ята илсе тивĕçлĕ канăва тухнă. Кăçал 83 çул тултарнă кинемей ал ĕçĕсĕр лармасть. Мăнукĕсем валли алсиш-нуски çыхать.

«Фашист пирĕн çĕршыва тапăннă тенине илтсен эпĕ ача пуçĕпе мĕн пулса иртнине тÿрех чухласа та илеймерĕм. Мĕн ĕнтĕ, 6-ра пулнă. Авăн уйăхĕнче аттене вăрçа илсе кайрĕç. Пысăк хырăмлă анне виçĕ ачапа тăрса юлчĕ», — аса илчĕ Нина аппа /ăна ял-йышра çапла чĕнеççĕ/.
Пурнăç çăмăл пулман. Колхоза ĕçлеме тухмасан килти пахчана туртса илме пултарнă. Патша-лăхăн çĕр улмине кăларса пĕтермесĕр килти анана пуçлама юраман. Çапах ачасем касă хушшипе упаленсе темиçе тĕм çĕр улми кăларса кĕнех. Йăлтах вăрттăн. Тĕрлĕ курăкран яшка пĕçерсе çинĕ. «Сарамак /качака çăкри/ пуçтарма вăрмана каймаллаччĕ, ăна милĕк евĕр çыхса йăтса килеттĕмĕр. Аслăрах ачасем каялла таврăннă чух сĕткен курăка туртса илни пĕрре мар пулнă», — каласа пачĕ ветеран.
Хĕллехи шартламара выльăха çурта кĕртсе ăшăннă. Нина аппасен икĕ чăхсăр пуçне нимĕн те пулман. Вăрçă пуçланиччен апат хатĕрлесе çитереймен пирки темиçе çул маларах ĕнине сутса янă. Урăххине илсе ĕлкĕреймен. «Кашни уйăхрах килти выльăхшăн налук тÿлемеллеччĕ. Эпир çăмарта панă, камăн ĕне пур – сĕт. Юлнине хамăр çимен. Пуçтарса пырса анне сутма каятчĕ. Çав укçапа тăвар, шăрпăк тата краççын туянаттăмăр», — ăнлантарчĕ «вăрçă ачи».
1943 çулта Трофимовсен çемйине ашшĕ вилни çинчен хут килнĕ. Амăшĕ йĕнине кура ачасем те чă-таймасăр ĕсĕклесе макăрнă. Çулталăк маларах кунашкал инкек пуласса кĕтмен вĕсем. Пуш уйăхĕнче килте савăнăç пулнă: тăваттăмĕш ача Аля çуралнă. Амăшĕ ĕçре чухне пепкене аслисем пăхнă. Апат таврашĕ пулман. Чĕчĕ ачи çиме те пĕлмен. Ăна çăкăр татăкне çÿхе пусмапа чĕркесе шывпа йĕпетсе ĕмкĕч туса панă. Çак вăхăталла салтаксен ушкăнĕ чăваш çĕрĕпе иртсе кайнă, унта Трофим Трофимов та пулнă. Те питĕ тархасласа ыйтнипе, те Турă пулăшнипе командир ăна тăван ялне темиçе сехетлĕхе кайса килме ирĕк панă. Салтака килте тăватă ача кĕтсе илнĕ. Арăмĕ йывăр пурнăç, ачасем выçă пирки ÿпкелешме пуçласан упăшки çакăн евĕр хурав панă: «Куна, пĕрне, ан шутла, вăл вилет». Çак сăмахсене Нина аппа паянхи кун та асра тытать. Пĕр уйăхри Алевтина пирки çакăн евĕр калани ахаль мар. Пысăк çурта ăшăтса çитерейменнипе пĕчĕк ачан ÿт-пĕвĕ çăпансемпе хупланнă. «Анне кашни кун 7-8 çухрăм утса Ямаш вăрманне вутă шырама каятчĕ. Пĕчĕк çуна çине нумай та вырнаçмастчĕ, пĕрре хутмалăх кăна. «Стролуксем» /хуралçăсем/ вăрмана сыхласах тăнă, çуна йĕрĕ курсан штрафлама та пултарнă. Аля вара ÿснĕçемĕн сывалса пычĕ. Çитĕнсен кĕçĕн йăмăк Хветуçран та, манран та çÿллĕ пулса тăчĕ», — тăсăлчĕ калаçу. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алена АЛЕКСЕЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.