Комментари хушас

14 Нарăс, 2019

Чăваш çамрăкĕсен форумĕ çывхарать

Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш наци вулавăшĕнче Чăваш çамрăкĕсен форумĕ иртĕ. Регионсен шайĕнчи мероприятие «Хавал» пуçару ушкăнĕ, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ йĕркелеççĕ. Форума пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунне халалланă.

Унта хутшăнакансем чăваш тĕнчинче палăрнă çамрăк экспертсемпе тĕл пулса халăх эткерлĕхне упраса аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма палăртнă.

Форума хутшăнма 9-11-мĕш классенче вĕренекенсене тата чăвашлăхпа кăсăкланакан 18-35 çулхи çамрăксене йыхравлаççĕ.

Форум пирки, сăмах май, Чăваш наци телекуравĕн нарăсăн 12-мĕшĕнче эфира тухнă «Тĕплĕ калаçу» кăларăмĕнче те каласа кăтартнă. Унта «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ Алина Изман тата «Хавал» пуçару ушкăнĕн ертÿçи Александр Блинов хутшăннă. 

www.hypar.ru

Рубрика: