Комментари хушас

21 Нарăс, 2019

«Çамрăк профессионалсем» уçă чемпионата хатĕрленеççĕ

«Юлашки 4 çулта Раççейре, çав шутра Чăваш Енре, ĕç профессийĕсен сумĕ ÿсни куçкĕрет», — палăртрĕ ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов. Пирĕн çĕршывра «Çамрăк профессионалсем» чемпионата чылай студент хутшăнни те çакна çирĕплетет.

Нарăсăн 25-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре «Çамрăк профессионалсем» уçă чемпионат иртмелле. Унта 12 регионти студентсемпе шкул ачисем хутшăнĕç: пурĕ 340 яхăн çын. Ăмăртăва ирттерме ятарласа 9 лапам хатĕрленĕ. Çамрăксен ăсталăхне 340 эксперт хаклĕ. 16-22 çулсенчи студентсем 40 компетенцире тупăшĕç. «Повар ĕçĕ», «Кондитер ĕçĕ», «Электроника» компетенцисенче тупăшакансен йышĕ самай пысăк. Уçă ăмăртура çĕнтернисем кăçал Хусанта иртекен тĕнче чемпионатне лекме пултарĕç.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Wsr.chemk.org сайтри сăн ýкерчĕк.

Рубрика: