Комментари хушас

25 Нарăс, 2019

Кавир çинче — ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем

Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Енре мала тухассишĕн 10-12 çулхи арçын ачасемпе хĕрачасен хушшинче ăмăрту иртнĕ. В.Н. Кочков ячĕллĕ Олимп резервĕн спорт шкулĕн кавирĕ çинче 190 яхăн спортсмен ирĕклĕ мелпе кĕрешнĕ. «Кил хуçисем», Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар районĕсен, Канаш тата Çĕнĕ Шупашкар спортсменĕсем 10 виçе категорийĕнче вăй виçнĕ.

Спорт мероприятине уçнă çĕре сумлă хăнасем — Чăваш республикин физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Игорь Головин, Раççей Геройĕ, генерал-лейтенант Николай Гаврилов, В.Н. Кочков ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ Юрий Ярусов, Чăваш Енри спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн вице-президенчĕ Иван Григорьев — хутшăннă. Вĕсем çамрăк спортсменсене ăнăçу, тÿрĕ кăмăлпа кĕрешме суннă.

Çамрăк спортсменсем пъедестал çине хăпарас тесе пĕтĕм вăйран тăрăшнă. «Кил хуçисем» медале пуринчен нумайрах тивĕçнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: