Комментари хушас

26 Нарăс, 2019

Испан чĕлхипе — экзамен, китай чĕлхипе олимпиада иртнĕ

Шупашкарта пĕрремĕш хут испан чĕлхипе экзамен иртнĕ. Унта икĕ çын хутшăннă. Çав вăхăтрах тухăçа кăмăллакан çамрăксем те китай чĕлхипе хăйсен пĕлĕвне олимпиадăра тĕрĕсленĕ.

— Эпĕ Испанире пурăнма тĕллев тытман. Çак çĕршыв юрри-кĕввине итлеме кăмăллатăп, çавăнпа содержанине те пĕлме кăсăклă, — чунне уçнă 2-мĕш лицейре ăс пухакан Федор Белов. Вăл Уругвайра пĕр çулталăк çак чĕлхене ăса хывнă.

Олимпиадăна хутшăнма кăмăл тунисем иккĕн кăна пулсан та хальлĕхе ку та аван тесе палăртнă ăна йĕркелекенсем.

Китай чĕлхипе пĕлĕвне тĕрĕслемешкĕн ĕçсем йывăр пулнă. 12 çамрăкран 4-шĕ регион шайĕнчи тапхăра тухайнă.

Жюри председателĕ пĕлтернĕ тăрăх, Китай историне те, геогрфине те, культурине те тарăннăн пĕлмелле. Китай чĕлхипе кăсăкланакансен йышĕ Раççейре ÿссех пырать. Олимпиада та Раççейре 4 çул иртет. Чăваш Енре — 2-мĕш хут.

2-мĕш гимназири Наталия Ющук çак чĕлхене 5 çул ăса хывать. Чăвашра çак олимпиадăна хутшăнакансенчен пĕрремĕшĕ вăл пулнă.

— Чĕлхе грамматики кăткăс мар. Иероглифсем вĕренме йывăр. Хамăн пурнăçа тухăç чĕлхисемпе çыхăнтарасшăн, — палăртнă Наталия.

Олимпиадăна хутшăнса лайăх кăтартупа палăрнисем Пĕтĕм Раççейри тупăшăва тивĕçĕç. Ку вĕсене тĕнче шайне тухма та май парать.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: