Комментари хушас

5 Пуш, 2019

Çăкăр хакне ÿстерме тивнĕ

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕ, тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Елена Бадаева цехсенче кăтартса çÿресе производствăна еплерех йĕркелени, уйрăммăн илсен сушка тата çăкăр мĕнле пĕçерни, çăнăх хакланнăран предприятин çăкăр хакне ÿстерме тивни çинчен каласа пачĕ.

Халăха куллен çăкăр-булка, сушка тата кондитер изделийĕсен 300 ытла тĕсне туянма сĕнетпĕр. Пĕлтĕр çеç производствăна 25-шне, кăçалхи икĕ уйăхра 2-шне кĕртрĕмĕр, — терĕ Елена Игнатьевна. — Кашни талăкра 40 тонна яхăн продукци туса кăларатпăр.

ЧР Пуçлăхĕ ĕç коллективĕпе акт залĕнче тĕл пулнă чухне Елена Бадаева общество умне тухса тăнă çивĕч ыйтусене те хускатрĕ. Юлаши вăхăтра тавар туянакансем çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсене сахалрах туянни, çавна пула вĕсен производстви чакни, тăкак пысăк пулнăран модернизацие тăсайманни пирки пăшăрханса каларĕ. Сушка йышшисем çав-çавах лайăх сутăнаççĕ.

Çăкăр-булка изделийĕсем пĕçерекен предприятисен хушшинче паян вăйлă конкуренци йĕркеленнĕ пулин те завод хăйĕн продукцине малаллах тĕртсе ăнăçлă ĕçленĕшĕн Михаил Игнатьев коллектива тăрăшулăхшăн тав турĕ.

Манăн çемье сĕтелĕ çинче хура çăкăр яланах пулнă, малашне те пулĕ, — терĕ Михаил Васильевич. — Хăшĕ-пĕри çăкăр çиме юрамасть тет. Ачасене те, аслисене те тулăпа ыраш çăнăхне хутăштарса пĕçернĕ тата хура çăкăр этемшĕн усăллă, вăл тĕрлĕ витаминпа пуян.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çăнăх хакĕ мĕншĕн хакланнине ăнлантарса пачĕ.

Çăкăр хакĕ мĕнле пуласси тÿрремĕнех тырă хакĕнчен килет, — терĕ. — Çулталăк каялла унăн кашни килограмĕ 5-9 тенкĕ тăнă. Кăçал ял хуçалăх организацийĕсем апатлăх туллăн кашни тоннине 13500 тенкĕлле сутаççĕ. Фуражлăх тырă та çак шая кармашать. Сăлтавĕ хамăр çĕршывра та, унăн тулашĕнче те тырă лайăх сутăннинче. Экспертсем тыррăн сутлăх хакĕ татах хăпарма пултарать теççĕ.

Çăнăх хакĕ Чăваш Енре федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче чи йÿннисенчен пĕри /Тутарстан хыççăн/. Ăна çав шайра тытса тăма «Чăвашçăкăрпродукчĕ» акционер обществине явăçтараççĕ. Вăл çăнăх хăйхаклăхне пĕчĕклетес, унăн хакне ÿстерме парас мар тесе виççĕмĕш класлă тулă туянма 100 млн тенкĕ кредит илнĕ. Ăна инçетрен турттармалла мар, вăл йÿнĕрех те. Кредитăн процент ставкин пĕр пайне саплаштарма республика хыснинчен субсиди 5% уйăраççĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ. 

Рубрика: 
Теги: