Комментари хушас

6 Пуш, 2019

Чăваш Енри маттур та пуçаруллă хĕрарăмсене наградăсем пачĕç

Паян ЧР Правительство çуртĕнче тĕрлĕ сферăра ĕçлекен, маттур та пуçаруллă хĕрарăмсене наградăсем пачĕç. Вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

«Ырă çак пулăм Пĕтĕм Тĕнчери хĕрармăсен кунĕ умĕн, илемлĕ çурхи кун пулнăран уйрăмах кăмăллă. Çак залта тĕрлĕ професси çыннисем пухăннă. Анчах вĕсене пурне те ĕçе чунтан юратни, чăтăмлă, тÿсĕмлĕ пулни, ÿркенменни, çĕнĕлĕхсем шырани пĕрлештерсе тăрать. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕ ĕçре хастарлăх кăтартать кăна мар, килте вĕсем пуян чун-чĕреллĕ амăшĕсем, юратнă арăмсем, çепĕç асаннесемпе кукамайсем. Паян нумай ачаллă амăшĕсене пуçласа Чăваш Республикин амăш мухтавĕн «Анне» паллипе чыслăпăр. Паянхи наградăсем сире малашне те тăрăшса ĕçлеме хавхалантарччăр», - терĕ Михаил Васильевич.

Амăш мухтавĕн «Анне» паллине Çĕнĕ Шупашкарти 9 ачаллă Ирина Моисеева, Çĕрпÿ районĕнчи 5 пепкеллĕ Ирина Кузьмина, Элĕк тăрăхĕнчи 5 тĕпренчĕклĕ Любовь Павлова, Куславкка районĕнчи 6 шăпăрланлă Людмила Беляева тивĕçрĕç. Хисеплĕ ятсем тата ЧР Пуçлăхĕн Тав Çырăвне тивĕçнисен йышĕнче медицина ĕченĕсем, педагогсем, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем йышлă. Калăпăр, Елена Федорова чечекçĕ Шупашкарти «Зеленстрой» акционер обществинче 38 çул вăй хурать. Елена Ивановна «ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназири вĕрентекенĕн Татьяна Маньковскаян вĕренекенĕсем физикăпа тата астрономи предмечĕсемпе республикăри тата Раççей шайĕнчи олимпиадăсемпе тĕрлĕ конкурсра яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ĕçри пуçарулăхĕшĕн Татьяна Маньковскаяна «Чăваш Республикин тата тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят пачĕç.

www.hypar.ru

Теги: