Комментари хушас

12 Пуш, 2019

Кураври кĕнекесем кил-çурта хăтлăлатма пулăшаççĕ

ЧР Культура министерстви Наци библиотекинче «Хамăр алăпа ăсталанă илем» литература куравĕ уçăлни çинчен пĕлтерет. Унта пурăнмалли вырăна, кил таврашне хăтлăх кĕртме пулăшакан кĕнекесемпе паллашма пулать.

Эрешлесе тĕрлекенсем, çекĕлпе сĕтел çитти е тутăр çыхакансем, ландшафт дизайнерĕсем валли уйрăмах усăллă пулĕç çав кăларăмсенчи вăрттăнлăхсем.

Курав пуш уйăхĕн 27-мĕшĕччен ĕçлĕ.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: