Комментари хушас

13 Пуш, 2019

Ял хуçалăхĕнчи ĕç укçин шайĕ те пăшăрхантарать

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăй ертсе пыракан министерствăн 2018 çулхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ.

Усă курман ял хуçалăх çĕрĕсен 63% — муниципалитетсен аллинче. Çвна май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсен ĕçне тиркерĕ. Чылай çĕрте çĕр илес, ун çинче ĕçлес текенсем пур, анчах вырăнти влаçсем тĕрлĕ чăрмав кăларса тăратни ура хурать. Çакă районсен хăйсен бюджетне сиенлет: налук, аренда укçи килмест.

Сергей Артамонов çивĕч ытти ыйтăва та çĕклерĕ. Ял хуçалăхĕнче техника кивĕ — тракторсен çурри 10 çултан «ватăрах». Техникăна лизинг мелĕсемпе çĕнетни вырăнлă, анчах çапла тумашкăн пурпĕр банксен урлă ĕçлемелле, вĕсем вара лизинг компанийĕсене хăйсен конкуренчĕ вырăнне хураççĕ — хуçалăхсене пулăшас кăмăллах мар. 

Уйрăм çынсем выльăх сахалрах тытма пуçлани палăрать — ĕнесен шучĕ чакать. Апла тăк пысăк фермăсем ытларах кирлĕ. Çийĕнчен сĕте май пур таран ытларах хамăр патра тирпейлемелле. 

Ял хуçалăхĕнчи ĕç укçин шайĕ те пăшăрхантарать — 18,6 пин тенкĕ кăна. Унăн ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ те тивĕçтермест. Паллах, кунта ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕккин витĕмĕ пысăк. Уйрăм хуçалăхсенче çын пуçне туса илекен продукци калăпăшĕ темиçе миллион тенке çитет, хăшĕсенче вара — 350 пин… Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Игнатьев сĕт антарман ĕнесене усракан хуçалăхсемпе фермерсем пирки çаплах каларĕ: хăйсем асапланаççĕ, çынсене нушалантараççĕ… Хресченĕн те çĕнĕ производствăсемпе, çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме ăнтăлмалла. 

Ялсенчи кадрсемпе çыхăннă лару-тăру — пăшăрхантаракан тепĕр пулăм. Сергей Артамонов каланă тăрăх, пĕлтĕр вузсемпе техникумсенчен ял хуçалăх специальноçĕсемпе вĕренсе тухнă 780 яшпа хĕртен 165-шĕ кăна яла ĕçлеме таврăннă иккен. 

www.hypar.ru

Рубрика: