Комментари хушас

13 Пуш, 2019

Нумай ачаллисене удостоверенисем пачĕç

Паян Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче нумай ачаллă çемьен удостоверенисене пачĕç.

Хаклă çак документа Шупашкар хулинчи 3 е ытларах ачаллă 10 çемье тивĕçрĕ. Чыслава вĕсем пысăк йышсемпех килнĕ. «Паян нумай пепкеллĕ çемьесене пуçласа удостоверенисем паратпăр. Çемье пысăк пулни çав тери пысăк телей вăл. Унта ăнланупа шанăçлăх, туслăхпа юрату хуçаланать. Унта ачасем ĕçе юратма вĕренсе, конкурентлă пулма хăнăхса ÿсеççĕ. Çав вăхăтрах пысăк çемье — ашшĕпе амăшĕшĕн пысăк яваплăх та. Нумай ачаллă çемьесене эпир яланах пулăшнă, пулăшăпăр та», - терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май.

Çак удостоверени малашне нумай ачаллă çемьесене культура, спорт учрежденийĕсене, аттракционсене, куравсене тата зоопарксене çур хакпа кĕме май парĕ. Кун пирки тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн çитес кăларăмĕнче вуласа пĕлме май пулĕ.

* Сăн ÿкерчĕкре - Казанцевсем

www.hypar.ru