Комментари хушас

18 Пуш, 2019

Крым Раççейпе — пилĕк çул пĕрле!

2014 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çĕршывăн тĕп хулинчи Кремльте Крыма тата Севастополе Раççей Федерацине йышăнасси пирки килĕшÿ çирĕплетнĕ. Унтанпа пилĕк çул çитрĕ.

Паян Шупашкарти Республика лапамĕнче историллĕ çав куна халалланă «Эпир пĕрле!» уяв концерчĕ иртрĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Правительствин членĕсем, вĕренекенсемпе ĕç коллективĕсен представителĕсем, пенсионерсем хутшăнчĕç.

Хула çыннисене пултарулăх коллективĕсем, чăваш эстрадин артисчĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.