Комментари хушас

21 Пуш, 2019

Пуян ăс-хакăллă çамрăксем тупăшăва кайнă

Паян Чăваш республикин хастар ывăл-хĕрĕн пĕр ушкăнĕ Саранска тухса кайнă. Çамрăксем кунта федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи студенчĕсен хушшинче иртекен Ăс-хакăл олимпиадине хутшăнĕç.

Ушкăнра — 14 хастар: И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУра, И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра, Ял-хуçалăх академийĕнче, Шупашкарти электромеханика колледжĕпе Коопераци техникумĕнче ăс пухакан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм.

Тупăшу пуш уйăхĕн 22, 23-мĕшĕсенче Мордва Республикинчи патшалăх университетĕнче иртĕ. Ку проект РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров сĕннипе пурнăçланать. Ăмăрту тĕрлĕ енлĕ пулĕ. «Парламент дебачĕ», «Робототехника», «Что? Где? Когда?», «Программировани» тата «Ертсе пыраслăх тăпăшăвĕ» йышши вăйăсем ирттерме палăртнă.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: