Комментари хушас

26 Пуш, 2019

Театр балет фестивальне хатĕрленет

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери фестиваль пуçланать. Программăн кăçалхи уйрăмлăхĕ çинчен театрăн илемлĕх ертÿçи Данила Салимбаев каласа пачĕ.

Фестиваль «Аттила» спектакльпе уçăлать. «Пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе хамăр театрта лартнăскере куракансем тепĕр хут курма хирĕç пулмĕç ĕнтĕ. Ăна пирĕн çынсем уйрăмах кăмăлларĕç, кÿршĕ регионсенчен килекенсем те пулчĕç», — терĕ балетмейстер.

Ачасем валли уйрăм спектакльсем кăтартĕç. «Золушкăпа» «Конек-Горбунек» пĕчĕккисен кăмăлне каясса шанаççĕ. Пĕлтĕрхи фестивальте пĕрремĕш хут кăтартнă «Петипа-гала» концерта та кĕртнĕ программăна. Унта Питĕрти Михайлов театрĕн солисчĕсем Сабина Яппаровăпа Эрнест Латыпов хутшăнĕç.

Фестивале сумлă хăнасене те чĕннĕ. Пермьри Евгений Панфиловăн балечĕ «Толстой» балетпа савăнтарĕç, Мари Элти оперăпа балет театрĕ «Эсмеральда» илсе килĕ. Гала-концертра /вăл ака уйхĕн 14-мĕшĕнче иртĕ/ чăваш сцени çине Германири, Бразилири, Киргизири, Мускаври театрĕсен паллă артисчĕсем тухĕç.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 
Теги: