Комментари хушас

27 Пуш, 2019

Республика Пуçлăхĕ ЛДПР членĕсемпе тĕл пулчĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, ЛДПР членĕсемпе Сергей Белобаевпа, Вячеслав Соловьевпа тата Константин Степановпа тĕл пулчĕ. Мероприятие çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев патшалăх влаç органĕсен представителĕсем те, депутатсем те пĕр тĕллевпе — Чăваш Ен халăхĕн пурнăçне лайăх енне улăштарассишĕн, республикăри тăнăçлăха упрассишĕн — ĕçленине палăртрĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ парти ретĕнче тăракансемпе йĕркеленĕ тĕлпулусем усăллă пулни çинчен каларĕ. Çакнашкал уçă калаçусем ĕç-хĕл тухăçлăхне ÿстерме пулăшаççĕ. Çак шухăша Константин Степанов депутат та палăртрĕ, «çавра сĕтел» хушшинче тĕл пулма май тупнăшăн республика Пуçлăхне тав турĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.