Комментари хушас

29 Пуш, 2019

Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕ иртрĕ

Тĕп хулари Халăхсен Туслăхĕн çурчĕ паян чăвашлăх «утравне» çаврăнчĕ теме пулать. Кунта Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕ иртрĕ.

Ун членĕсене, Чăваш Енре, ун тулашĕнче пурăнакан 105 пайташа, çавăн пекех хăнасене — Патшалăх Думин депутатне Леонид Черкесова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместительне Александр Федотова, ЧР культура министрне Константин Яковлева, ЧНК президентне Николай Угаслова, ЧР Халăхĕсен ассамблейин канашĕн председательне Лев Куракова, ыттисене фойере Шупашкар районĕнчи Çĕньял фольклор ушкăнĕ юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕ.

Хăнасем çавăн пекех иккĕмĕш хутра йĕркеленĕ «Крым Раççейпе 5 çул» куравпа паллашрĕç.

Унтан пурте зала пухăнчĕç. Çакăнта ĕçлерĕ Мăн Канаш.

ЧНК президенчĕ Николай Угаслов пĕлтĕрхи ĕçсемпе тата малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Чи малтанах йыш хушăнни пирки асăнчĕ Николай Федорович. Юлашки вăхăтра чăвашсен çĕнĕ пĕрлешĕвĕсем Бурят Республикинче, Ханты-Мансийск, Ямалпа-Ненец автономи округĕсенче, Питĕр хулинче регистрациленнĕ. Хальхи вăхăтра çĕршывăн 36 регионĕнче тата чикĕ леш енчи 6 патшалăхра чăвашсен 104 наци культура автономийĕ ĕçлет.

Кăçалхи мероприятисен пысăк пайĕ вара Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тăвас ĕç-хĕлпе çыхăнĕç. Ытти паллă пулăма — Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул, Андриян Николаев космонавт летчикăн 90 çулне те сумлă уявлама тăрăшаççĕ. Çак ĕçсене вĕсем тăван халăх, чĕлхе ячĕпе пурнăçа кĕртсе пырĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: