Комментари хушас

1 Ака, 2019

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерсене мĕн кĕтет?

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ паян пресс-конференци ирттерчĕ. Унта республикăри МИХсен ĕçченĕсем, районсемпе хуласен администрацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Роза Кондратьева управляющи пенсипе çыхăннă çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартрĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Роза Алексеевна пĕлтернĕ тăрăх — ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене 2 процент ÿстернĕ. Республикăра вăтам хушăм 155 тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех патшалăх пенсийĕсем те 2 процент хăпарнă. Пĕтĕмĕшле 26 пин ытла пенсие индексациленĕ.

РФ Президенчĕн пуçарăвĕпе пенсисене тата уйăхсерен паракан тÿлевсене пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пысăкрах индексацилемелли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Кун пирки те Роза Кондратьева тĕплĕ ăнлантарчĕ. Сăмах май, çĕнĕлĕх республикăри ĕçлемен 32 пине яхăн çыннăн тупăшне ÿстерме май парĕ.

Чăваш республикинче 4,6 пин сусăр ача тата пĕчĕкрен 1-мĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнă 2,1 пин çын пурăнать. Вĕсене пăхнăшăн ашшĕ-амăшĕ, опекунсем уйăхсерен укçан пулăшу илсе тăраççĕ. Роза Алексеевна çак ушкăнри çынсен те пенсийĕсем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ÿсессине пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.