Комментари хушас

3 Apr, 2019 | Спорт

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче çамрăк футболистсемпе тĕл пулчĕ.

«Футбол – шкула» проектпа килĕшÿллĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турниртан бронзăпа таврăннă спортсменсем Шупашкарти 61-мĕш шкулта вĕренеççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ Наталья Гурьева каланă тăрăх — шкулта 200 яхăн яшпа хĕр футболпа кăсăкланать. Шкул командисем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче Чăваш Ен чысне ăнăçлă хÿтĕлеççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕнче спортпа туслисем валли лайăх услови туса панă: 3 спортзал, футбол лапамĕ, бассейн... Шкул ачисем баскетболла, волейболла выляма юратаççĕ, ишме вĕренеççĕ. Сергей Лесин тренер каланă тăрăх — ачасем пуçламăш класра чухнех футбол вăрттăнлăхĕсемпе паллашма тытăнаççĕ. Çакă вĕсене çитĕнÿ тума пулăшать. Паянхи маттур яшсем виçĕ çул каяллах Пĕтĕм Раççейри ăмăртура кубок çĕнсе илнĕ.

«Эсир пĕчĕккисемпе тантăшăрсемшĕн тĕслĕх пулса тăтăр. Вĕсем сире кура сывă пурнăç йĕкрине тытса пыма пуçлаççĕ, киревсĕр йăласенчен пăрăнаççĕ. Эсир пĕрлĕхре вăй пуррине тата пĕрле йывăрлăхсене çĕнтерме пултарнине ĕнентеретĕр», — терĕ Михаил Васильевич. Вăл çамрăк спортсменсене алла çыхмалли сехет парнелерĕ.

Тĕлпулăва çавăн пекех ЧР спорт тата вĕрентÿ министрĕсем Михаил Богаратовпа Сергей Кудряшов хутшăнчĕç.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: