Комментари хушас

3 Ака, 2019

Ача-пăча ÿкерчĕкĕсен «Аслă вăрçăн пĕчĕк паттăрĕсем» конкурс иртет

Аслă Çĕнтерÿ 74 çул тултарнă ятпа «Ровесник» культура çурчĕ ача-пăча ÿкерчĕкĕсен «Аслă вăрçăн пĕчĕк паттăрĕсем» конкурс ирттернине, унта ĕçсем йышăнма тытăннине пĕлтерет.

Кунашкал мероприяти йĕркелесси, паллах, чи малтан ÿсекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парасси, ачасене вăрçă вăхăтĕнче арçын ачасемпе хĕр ачасем те паттăрлăхпа палăрнине каласа кăтартасси. Вĕсем пирки ас тумаллах.

Конкурса Шупашкарти вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекен 7-12 çулсенчи ачасен хутшăнма ирĕк пур. Пултарулăх ĕçĕсене ака уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 8/8352/ 23-04-66. Çавăн пекех кирлĕ информацие http://ckscheb.ru/ сайтра тупма пулать.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Татьяна НАУМОВА. 

Рубрика: