Комментари хушас

8 Ака, 2019

Шырав отрячĕсене грантпа тĕревлĕç

2017 çултанпа Чăваш Енри çамрăксен шырав отрячĕсене ятарлă грантпа тивĕçтереççĕ. Кăçал патшалăх кунашкал пулăшăвне республикăри хăш ушкăнсем çĕнсе илĕç?

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ алă пуснă йышăну тăрăх, 100 пин тенкĕлĕх гранта Шупашкарти 37-мĕш, Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш, Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăри шкулсен шырав отрячĕсем тивĕçĕç. И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ «Ас тăвăм» шырав ушкăнне, Чăваш Республикин çамрăкĕсен «Студентсен канашĕ» общество пĕрлешĕвне, республикăри «Хĕрлĕ мăкăньсем» общество организацине хăйсем пуçарнă проектсене пурнăçа кĕртме 75-шер пин тенкĕ уйăрса парĕç.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Chuvashia.com сăн ÿкерчĕкĕ.