Комментари хушас

10 Ака, 2019

Çĕнĕ Пинерте лапталла вылянă

Çанталăк ăшăтнă, сăртсем юртан тасалнă май ял каллех ача-пăчан хаваслă сассипе тулчĕ.

Ĕлĕкрен ача-пăчан, яш-кĕрĕмĕн çуркуннехи юратнă вăййи — лапта — пулнă. Шел, пурнăç улшăннă, интернет хуçаланнă май вăл манăçа тухма тытăнчĕ. Çак кунсенче Канаш районĕнчи Çĕнĕ Пинерте пурăнакансем ырă йăлана аса илсе çерем çине пуçтарăннă. Икĕ ушкăна пайланса хаваспах лапталла вылянă. Паллах, мечĕке ывăткăчпа çапса чупакансем ытларах ачасем пулнă. Аслисем вĕсене хавхалантарса тăнă. Тулли кăмăлпа саланнă çынсем вăйăран, татах тĕл пулма килĕшсе татăлнă.

www.hypar.ru

Теги: