Комментари хушас

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче «Çĕнтерÿ ялавĕн часовойĕ» патриот акцийĕ уçăлчĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи халăх паттăрĕсене ĕмĕрлĕхе асра хăварас тĕллевпе РФ Общество палати пуçарнă. Ачасене, çамрăксене патриотла воспитани памалла, тăван çĕршыва ирĕке кăларакансене тав тумалла.

Акцие уçма ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев, ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, ЧР çар комиссариачĕн пулăшуçи Вячеслав Илюткин тата ытти паллă çын пухăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар шкулĕсен çамрăк армеецĕсем килсе çитнĕ.

Уявра ветерансем шкул ачисене Ялавăн пĕлтерĕшĕпе паллаштарчĕç. Каярах унăн копийĕсене шкулсене валеçрĕç.

Пĕлме: «Çĕнтерÿ ялавĕн часовойĕ» акци Чăваш Енре 5-мĕш хут иртет.

www.hypar.ru

Валентина СЕЛЕНИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: