Комментари хушас

19 Ака, 2019

Тӑван чĕлхен пуянлӑхĕ пирки каласа кӑтартрĕ

Тĕнчере миҫе чĕлхе? Хӑшĕ пуянрах? Ҫынсем хӑшĕнпе ытларах калаҫаҫҫĕ? Ҫак тата ытти ыйтӑвӑн хуравне "Хыпар" издательство çурчĕн Çамрăк корреспондентсен lll слетĕнче Александр Блинов ирттернĕ "Тӑван чĕлхепе калаҫатпӑр тата ҫыратпӑр" ӑсталӑх класĕнче пĕлме май пулчĕ.

"Хавал" ушкӑн ертӳҫи чӑвашла хӑй тĕллĕн вĕреннине, ывӑлĕпе тӑван чĕлхепе ҫеҫ калаҫнине пĕлтерчĕ. Вӑл шкул ачисене чĕлхери диалектсем, литература чĕлхине йĕркеленĕ Иван Яковлев, орфографи пирки тĕплĕн каласа кӑтартрĕ. "Акӑлчансем орфографие улӑштармаҫҫĕ. Мĕншĕн? Ун пек чĕлхе пĕтет тесе шухӑшлаҫҫĕ", - палӑртрĕ Александр Васильевич. "Чĕлхе мĕншĕн ҫухалать?" - интересленчĕ вӑл шкул ачисенчен. Хуравпа тӳрех тивĕҫтерчĕҫ: "Ҫынсем калаҫма чарӑнаҫҫĕ". Тӑван чĕлхене манас мар тесен кашни кун калаҫмаллине, соцсетьсенче те чӑвашла ҫырмаллине каларĕ чĕлхеҫĕ. Ашшĕ-амӑшĕн те ачисене тӑван чĕлхене вĕрентни пĕлтерĕшлĕ.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Автор сӑн ӳкерчĕкĕ.