Комментари хушас

20 Ака, 2019

Чăваш Ен Пуçлăхĕ коммунистсемпе тĕл пулчĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Компартийĕн Чăваш Енри лидерĕсемпе тĕл пулчĕ. Правительство çуртĕнче иртнĕ ĕçлĕ калаçăва çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Каргин хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев асăннă парти фракцийĕсен хастарĕсемпе çĕршывра йăлана кĕнĕ субботник иртекен тапхăрта, В. Ленин çуралнă кунĕ умĕн коммунистсен шухăш-кăмăлне итлени вăхăтлă пулнине палăртрĕ.

— Пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашмаллах. Кирек мĕнле партире тăракансен те тĕллевĕ, тĕпрен илсен, пĕрре — халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшасси. Чи кирли — тĕрлĕ çĕрте калаçу-ĕç пуçарсан информаци чăн çăлкуçĕсемпе усă курни. Конструктивлă критикăна йышăнма хирĕç мар эпир, — терĕ Михаил Васильевич.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.