Комментари хушас

25 Ака, 2019

Тимлĕх пирки манма юрамасть

Çуркунне çанталăк ăшăтма пуçласанах пушар тăтăшрах алхасма тытăнать. Сăлтавĕ — çынсем хăйсен сад-пахчине тасатнă чухне типĕ курăка, ытти çÿп-çапа çунтарни. Шел, хăшĕсем çак ĕçе тунă чухне тимлĕх пирки манаççĕ. Çапла майпа хăйсен çеç мар, ыттисен пурлăхĕшĕн, сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ.

Акă ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи типĕ курăка çунтарнă чухне 42-ри арçын вилнĕ. Темиçе кун маларах çав районтах çакнашкал тепĕр инкек пулнă: ун чухне хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă. Çынсем типĕ курăка çунтарнă чухне хăйсем пиçсе кайнă тĕслĕхсем те пулнă. Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Канаш районĕнче çулăм харăсах 6 çурта сиен кÿнĕ. Пушар ытти сăлтава пула алхаснă тĕслĕх те нумайланнă.

Çакăн пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн, Ачасем канакан вырăнсенче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата правăна пăсассине профилактикăлас, ачасене пĕтĕм тĕрлĕ транспортпа ушкăнсем йĕркелесе илсе çÿренĕ чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн пĕрлехи ларăвне уçнă май пăшăрханса пĕлтерчĕ. Пĕрлехи ларăва видеоконференцçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ май унта районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.

Палăртни вырăнлă: ЧР Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ пуçланнă. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара пирĕн республикăра пушара хирĕçле ятарлă режим çирĕплетме йышăннă.

Ларура Улатăр, Канаш, Элĕк, Шупашкар районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем çынсене тата территорисене пушар хăрушлăхĕнчен сыхлас тĕллевпе, инкексен шучĕ текех ан ÿстĕр тесе мĕнле мероприятисем ирттерни пирки каласа кăтартрĕç. Михаил Игнатьев çу уйăхĕн пуçламăшĕнчи кану кунĕсенче вырăнти влаçăн яваплăха пушшех те ÿстермеллине каларĕ. Ятарлă хушупа килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче регион шайĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне çирĕплетнине аса илтерчĕ.

Кану кунĕсем вăраха пынă чухне уçă сывлăшра канас, шашлăк ăшаласа çиес текен нумай. Эрех таврашне ĕçсен вĕсем тимлĕх пирки пушшех манаççĕ. Республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров ял тăрăхĕсен представителĕсен тăнăçсăр çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсене, хаяррине кăмăллакан хусахсене куçран вĕçертмелле маррине палăртрĕ. Çак тапхăрта каçхи хурал йĕркелесен аван пулĕччĕ.

ЧР çут çанталăк министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Ефремов çуркуннехи-çуллахи тапхăрта вăрман пушарĕсенчен сыхланас тĕллевпе ведомство мĕнле ĕçсем пурнăçланипе паллаштарчĕ.

Ларура çавăн пекех ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсем çуллахи кампание еплерех хатĕрленнине тата ытти ыйтăва та сÿтсе яврĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.