Комментари хушас

Паян Чăваш патшалăх университетĕнче "Культурăпа кану хутшăнăвĕсене тата спорт мероприятийĕсене нормăпа право тĕлĕшĕнчен йĕркелесси" темăпа пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Унта республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, Следстви комитечĕн Мускаври академийĕн профессорĕ, юридици наукисен докторĕ Татьяна Минязева, тĕрлĕ çĕршывпа регионтан килнĕ тĕпчевçĕсем хутшăнчĕç.

- Пирĕн республикăра тĕрлĕ наци çыннисемпе тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем пурăнаççĕ. Вĕсем валли пĕр пек условисем туса панă. Чăваш Енре культурăпа спорта аталантарас енĕпе чылай ĕç тăватпăр. Акă юлашки çулсенче ялсенче 12 çĕнĕ клуб хута янă, 56 кермене хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ. Туризм программисем пурнăçланаççĕ. Ку енĕпе Атăл хĕррине хăтлăлатас ĕç вăй илсе пырать. Спорт тата сывă пурнăç йĕрки нихăçан та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман, - терĕ Михаил Васильевич.

Ташкентри патшалăх университечĕн доценчĕ Эльбек МУСАЕВВ:

- Физкультурăсăр общество аталанаймасть, наци сывлăхĕ чи пысăк пуянлăх. Культурăпа спорт çамрăксене çитĕнтерме пулăшаççĕ.  Лайăх кану ĕçре çитĕнÿ тума пулăшать.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор тата Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: