Комментари хушас

1 Çу, 2019

Шупашкарта Çуркуннепе Ĕç уявне палăртаççĕ

Паян Шупашкарта Ҫуркунне тата Ĕҫ уявне савăнăçлăн палăртаççĕ. Уяв 10 сехетре пуçланчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та республика халăхне çав ятпа саламлать. "Ҫут ҫанталăк чĕрĕлни тата ҫуркуннехи кăмăл-туйăм пĕтĕм плана пурнăҫа кĕртмешкĕн вăй-хал хушчăр, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума хавхалантарччăр!  Сире ҫирĕп сывлăх, ĕҫре ҫĕнĕ ҫĕнтерӳсем, ырă улшăнусем, тăнăҫлăх, килĕшӳлĕх, ыранхи куна ырă шанăҫпа кĕтсе илме, телей тата ырлăх-тивлетлĕх сунатăп!" - тенĕ вăл саламра.

www.hypar.ru