Комментари хушас

22 Çу, 2019

Тăван Атăл 5 (727) № 2019

Паллах, романа «вĕрилле» хаклама çăмăл мар, унта ырă енсемпе пĕрлех çитменлĕхсем те сахал мар кĕрсе кайнă. Вулакансен шухăшне шута хурса, критиксемпе литературоведсен сăмахне итлесе хăш-хăш кĕнекене тÿрлетсе тата хушса çĕнĕ кăларăмпа кăларни те сахал мар пулнă. Анчах, тĕлĕнмелле пулин те, çакна пачах та шута илмесĕр асăннă роман «Çĕнĕ вăхăт» типографире тепĕр кăларăмпа пичетленсе тухрĕ. Маларах асăннă кăларăмран вăл 40 страница хулăнрах, ăна автор хăй редакциленĕ (Валерий АЛЕКСЕЕВ. Çакă илемлĕ литература-ши?)

…Кинĕ чĕнмесĕр ларнăран Маша ун еннелле пăхса илчĕ. Оксанăна ывăлĕпе амăшĕ калаçни кăсăклантармасть те тейĕн: вăл сĕтел çинчи чăх тукмакне хăй умне хурса сĕтеклĕн çиме пуçларĕ. Маша пĕрре ывăлĕ, тепре кинĕ енне тинкерчĕ те ура çине тăчĕ.
— Эпĕ каям-ха, эсир çул çинче ывăнтăр та пулĕ, канăр. Ыран кĕрсе тухăп (
 Улькка ЭЛЬМЕН. Упраймарăм сана...)

* «Мĕнле пурăнан?» — тесе ыйтакана яланах «лайăх» тетĕп. Кун пек сăмах кĕске. Начар урапа хытă шалтăртатнă пек «начарпа» çĕр сăмах. Пуш сăмах çапнипе пурнăç юсанманнине пĕле тăркач мĕн пакăлтатмалла? Темле йывăр лару-тăрура та «начар» теме чĕлхе çаврăнмасть. Мĕншĕн тесен пирĕнтен самай япăх пурăнакан нумай. Ĕмĕрне общежитирен тухаймасăр ирттерекенсем, пурнăç тăршшĕпех чирлекенсем, «оптимизаци» хыççăн ĕçрен тухса ÿкнисем, çич-сакăр пиншĕн ĕçе ир кайса каç килекенсем, ĕçкĕ ытамĕнчен хăтăлайманнисем, тăванĕсемпе çапăçса пурăнакансем... — сахал-и унашкаллисем пирĕн хушăра (Елена НИКОЛАЕВА. Тĕк çăмăл та – инçе ывăтаймăн)

* Çуркунне. Тин çеç салтакран таврăннă каччă самаях хĕрнĕ юлташĕсемпе пĕрле клуба тухнăччĕ. Кунта ташă каçĕ пырать иккен. Шукăль тумланнă хĕрсемпе каччăсем кĕвĕ май пăркаланса- авкаланса хăлаçланса ташлатчĕç. Ик çул ялта пулман Валери пĕрле ÿснĕ хĕрсен ушкăнне пырса сывлăх сунчĕ. Пĕр класра вĕреннĕ кÿршĕ хĕрĕ Ирина çумĕнче сăпайлăн ташлакан кăвак куçлă чиперккене сăнарĕ. Иринăна унпа паллаштарма ыйтрĕ. Иван куккăшĕ патне хăнана килнĕ иккен сарă хĕр. Çапла паллашрĕç те Валерăпа Оксана. Кайран иккĕш вальс ташларĕç. Хĕре куккăшĕсен килне ăсатма кайрĕ (Мария КАÇАЛСЕМ. Эрех черкки тĕпĕнче эсрел чĕмери ларать)

* — Ксюша! Ксения! Тĕпренчĕкĕм! Юратăвăм, сансăр тунсăхларăм. Илтетĕн-и? Алло! А? Мĕн тетĕн?
Эпĕ хăлхана чăнк! тăратрăм. Мĕн терĕ вăл? Илтрĕр-и? Мĕнле ăшă сăмахсем калать манăн мăшăрăм! «Мăшăр» тени тĕрĕсех мар ĕнтĕ, эпир унпа уйрăлнă. Анчах ним тума та çук, пĕр хваттертех çапăçса пурăнатпăр. Апла пулин те вăл мана пи-итĕ кĕвĕçет (
Лидия САРИНЕ. Пĕр сехетлĕх арçын)

* Ĕлĕк-авал чăваш çемйи йышлă пулнă. Ача-пăча çитĕнсе çитсе авланса çемье çавăрсан тĕп килте кĕçĕнни юлнă, аслисен уйрăлса тухма тивнĕ. Микулай мучин аслă ывăлĕсем кил-çурт çавăрма вăрманти пĕр уçланкăна суйласа илеççĕ. Пулас ял вырăнне чÿклеме унта хура кĕсре кайса яраççĕ.
Хут çинче ку ял Çу уйăхĕ ятлă, халăхра вара ку таранчченех Хура кĕсре ятпа çÿрет. Çу уйăхĕ тесен халăх ку ял ăçта вырнаçнине пачах та чухламасть, Хура кĕсре тесен вара тÿрех сана вăл ăçта вырнаçнине пĕр-пĕринпе тупăшсах тĕллеттерсе яраççĕ (
Галина ЗОТОВА. Телей уççи шыраса)

Хама ăс панă лайăх вун-вун учителĕн хушаматне, ячĕпе ашшĕ ятне асăнма пултаратăп. Анчах япăхпа, нĕрсĕрлĕхпе асăма кĕрсе юлнисем те çук мар. Нумаййăн мар вĕсем, çапах пур. Вĕсенчен пĕри — Федот Ситников. Вăл кÿршĕ ялти шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентетчĕ. Манăн унпа вĕсен ялĕнчи шкула çÿреме пуçличченех паллашма тÿр килчĕ.
Эпир, вĕреннĕ çынсем, хамăрăн учительсене акăш та макăш мухтама юрататпăр. Ăслă та ырă кăмăллă вăл, ачасене хĕрхенме те пĕлет имĕш. Вĕсемшĕн чунне пама хатĕр. Тепĕр чухне учитель пирĕншĕн атте-аннерен те хаклăрах пек пулса тухать. Тĕрĕсех, çаплах пуль-ха вăл. Эпĕ хам та вĕрентекенре сахал мар ĕçлерĕм. Анчах учительсем те тĕрлĕрен пулаççĕ-çке (
Геннадий УТКИН. Çарран)

* Чăвашра кăна мар, ытти регионта та питĕ лайăх пĕлеççĕ ăна, унăн литература хайлавĕсене. Эпĕ те çак çынна чылайранпа çывăх пĕлетĕп, мĕншĕн тесен унпа нумай вăхăт хушши пĕрле çÿренĕ, пĕр сывлăшпа сывланă. Пĕр япала тĕлĕнтерчĕ-ха мана — унри сĕмсĕр лăпкăлăх тата пурлă-çуклă пурнăçра пулин те, пурнăç çителĕклĕхĕ, ăна ытлашши тиркеменлĕхĕ. Пурăнан пурнăçра Ф.Г.Агивер пек пултарулăх çыннисем пĕрре пăхма кăткăслăхĕпе пачах палăрман, ахаль çынна питĕ ансаттăн курăнаççĕ тейĕн. Ыт ахаль туйăнакан пăт-пат калаçусем, тепĕр тесен, ниме тăмаççĕ пек палăрсах иртмесен те тăнлакан çыннăн асне çапăнса юлаççех. Вăйлах мар пулин те... Сергей Есенин кун пек çынсем çинчен: «Вăхăт иртерехпе кăна вĕсен ăслайĕсене тивĕçлипе хаклама пуçлаççĕ», — тенĕ (Владимир ВАСИЛЬЕВ-МИШШАН. Пирĕн Сентти, е Чăваш, пуянлăх тесе
тăнна çухатса ан ыткăн...)

* Чăваш тĕнчин сатирăпа кулăш АНТОЛОГИЙĔ 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.