Комментари хушас

27 Çу, 2019

Предпринимательсене професси уявĕпе саламларĕç

Бизнес тытăмĕнче хастар та пуçаруллă, йывăрлăхсенчен хăраман, хăйсем çине пысăк яваплăх илме пултаракан çынсем ĕçлеççĕ. Хăйĕн ĕçне йĕркелеме тата ăна аталантарса пыма вăй-хăватпа çирĕп кăмăл çеç мар, теветкеллĕ утăм тума шикленменни те кирлĕ. Шăпах çак шухăш тĕп вырăнта пулчĕ паян Раççей предпринимательлĕхĕн кунне халалласа йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятире.

Шупашкарти Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртнĕ уява çын йышлă хутшăнчĕ. Вĕсем малтан пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн субъекчĕсене пулăшмалли инфратытăмăн «Бизнес валли пулăшу» куравĕпе, мероприяти партнерĕсен экспозицийĕсемпе паллашрĕç, интерактивлă ытти зонăна пăхса çаврăнчĕç. Кăмăл пуррисем ăсталăх класĕсене те хутшăнма пултарчĕç. «Чăваш Енри предпринимательлĕх» видеоролика пăхрĕç.

Предпринимательсене професси уявĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл бизнес-пĕрлĕх представителĕсене регионăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме пулăшнăшăн тав турĕ. Патшалăх пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн субъекчĕсене кÿрекен пулăшу мерисем çулсеренех ÿссе пынине палăртрĕ. Çакă кăтартусене те ырă витĕм кÿнине каларĕ.

Михаил Игнатьев социаллă яваплăха туйса ĕçлекен бизнесменсене — ача сачĕсемпе шкулсем, социаллă ытти объектсем, тăван тăрăх аталанăвĕ валли укçа уйăраканскерсене — тав сăмахĕ каларĕ. Пĕр тăван Таланцев купсасен ырă тĕслĕхне аса илчĕ. Кăçал Чăваш Енре çĕнĕ ача сачĕсемпе шкулсем хăпартма пуçланине пĕлтерчĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева Раççей Президенчĕ Владимир Путин лартнă тĕллеве аса илтерчĕ: 2024 çул тĕлне пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн сферинче ĕçлекенсен йышне пĕрре виççĕмĕш пайран кая мар ÿстермелле. «Пире ку енĕпе федерацин пилĕк проекчĕ, «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательсен пуçарăвĕсене пулăшасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаканскерсем, пулăшĕç. 6 çул хушшинче пирĕн тата ытларах ĕç вырăнĕ йĕркелемелле. Патшалăх пулăшăвне тивĕçекенсен шутне 6 хут пысăклатмалла», — терĕ Светлана Ананьева.

Пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов саламларĕ. Предпринимательсем республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнине, вĕсем çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленине палăртрĕ.

Мероприятире республикăн «Чи лайăх предприниматель-2018» тата «Хăвăн ĕçне уç» конкурссен çĕнтерÿçисене чысларĕç. Çавăн пекех ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене патшалăх тата ведомство наградисене пачĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: