Комментари хушас

1 Çĕртме, 2019

Владимир Гомельский: "Мускавра сирӗн шанчӑклӑ туссем пур"

Шупашкарти 5-мӗш гимназире "Пӗр тан майсем проект" пурнӑҫланать. Паян кунта ачасен ӑсталӑх "урамӗ" йӗркеленӗ. Пӗрремӗш канал телеертӳҫисем, юрӑҫсемпе поэтсем унта хутшӑнакансемпе паллашрӗҫ.

Владимир Гомельский телеертӳҫӗ пухӑннисене саламланӑ май: "Сире курса савӑнатӑп. Пӗлсе тӑрӑр, Мускавра сирӗн шанчӑклӑ туссем пур", - терӗ, гимназире вӗренекенсене телевизор парнелерӗ. Эвелина Бледанс телеертӳҫӗ: "Эпир сире юрататпӑр. Эсир - чи лайӑххисем", - терӗ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.