Комментари хушас

1 Çĕртме, 2019

Леонид Якубович: "Чăвашла юрланине 3 сехет итлесе ларнă хыççăн хама чăваш пек туйрăм"

Пĕрремĕш каналти "Асамлă уй" телешоуна ертсе пыракан Леонид Якубович паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн тĕп корпусĕнче Раççейри ачасемпе студентсен юхăмĕн хастарĕсемпе тĕл пулсан ачалăхĕ, ĕмĕчĕсем, тýпере вěçме юратни çинчен, хăй ертсе пыракан кăларăм пирки каласа кăтартрĕ. Унпа пěрле тĕлпулăва пирĕн ентеш, РФ Геройĕ Николай Гаврилов та килчĕ.

Леонид Якубович Чăваш Ене час-часах килет. Шупашкара пуçласа 10 çул каялла ентешĕмĕрпе Николай Гавриловпа пĕрле килсе кайнине аса илчĕ. "Хула çyлленех улшăнать. Кунта яланах тасалăх хуçаланать, çынсем кăмăллă. Чăвашсем тĕлĕнтереççĕ. Вĕсем хăйсен чĕлхине сыхласа хăварма пултарнă", - терĕ паллă телеертýçĕ. Вăл пĕррехинче Вячеслав Христофоров юрăç юрланине 3 сехет итлесе ларнине аса илчĕ, ăнланмасăр ларнă пулин те хăйне чăваш пек туйнине пĕлтерчĕ.

Мускаври хăнаран "Асамлă уй" шоу пирки нумай ыйтрĕç. Вăл экран çине 29 çул тухать пулин те Леонид Якубович унăн пěр кăларăмне те пăхман. "Хама айккинчен курас килмест. Сăн-сăпат килĕшмест", - шýтлерĕ вăл. Шоуна хутшăнас кăмăллă ачасене сĕнýсем те пачĕ телеертýçè: çыру вĕçтермелле те Останкинăна пырса курас шанчăк пысăк.

www.hypar.ru

Ирина Кошкина. Автор сăн ýкерчĕкĕ.