Комментари хушас

3 Çĕртме, 2019

Тĕп хула прокуратури уçăлчĕ

Паян Шупашкар хулин прокуратури ĕçлеме пуçларĕ.

Право хуралĕн çĕнĕ тытăмне РФ генеральнăй прокурорĕн кăçалхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнчи хушăвĕпе туса хунă. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ прокуратура тĕп хулари Байдуков урамĕнчи 23 А-мĕш çуртра вырнаçнă.

ЧР прокурорĕ Василий Пословский пĕлтернĕ тăрăх — Шупашкар хулин прокуратури республикăн тĕп хулин администрацийĕн, РФ Шалти ĕçсен министерствин Шупашкар хулинчи управленийĕн, РФ Пенси фончĕн Шупашкар хулинчи управленийĕн, хула территорийĕнче вырнаçнă ытти патшалăх учрежденийĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тăрĕ. «Ку таранччен çак ведомствăсен тĕлĕшпе надзор ĕç-хĕлне хулари районсен прокуратурисем, ЧР прокуратурин аппарачĕ туса пынă. Пирĕн шухăшпа — малашне çак ĕç-хĕл пĕр алăра пулнă май тухăçлăрах тата йĕркеллĕрех пулса пырĕ», — терĕ Василий Митрофанович тĕп хулан прокуратури уçăлнă ятпа йĕркеленĕ уявра.

Çак уяврах çĕнĕ тытăмра ĕçлекенсемпе паллаштарчĕç, удостоверенисем, пÿлĕмсен уççийĕсене пачĕç. Хула прокурорĕ пулма Денис Антонова шаннă. Штатра пурĕ — тăхăр çын. Вĕсем пурте малтан республика прокуратурин тытăмĕнче ĕçленĕскерсем.

СĂМАХ МАЙ

Шупашкар хулин прокуратури маларахри çулсенче пулнă, ăна 2002 çулта хупнă. Ун чухне Шупашкар хулин прокурорĕнче Вадим Иванович Антонов ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра вăл — Чулхула облаçĕн прокурорĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.