Комментари хушас

12 Çĕртме, 2019

Туслӑ пулнӑран, пӗрле пулнӑран вӑйлӑ эпир

Паян Шупашкарта "Пĕтĕм Раççейри халăхсен туслăхĕ" Пĕтĕм Раççейри акци иртнине маларах пĕлтертĕмĕр-ха. Мероприятие Раççей кунне халалланă.

Уява ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Николай Малов, Леонид Черкесов тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

ЧР Пуҫлӑхӗ пухӑннисене Раҫҫейӗн тӗп уявӗпе - Раҫҫей кунӗпе саламларӗ. Лайӑх пурӑнас тесе вӑй-хала шеллемесӗр, тӑрӑшса ӗҫлемеллине аса илтерчӗ. Уявра хулан ҫамрӑк гражданӗсене Михаил Игнатьев Раҫҫей гражданӗн паспорчӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пачӗ. Евгений Кадышев вара Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗ юбилейлӗ медальсене хула аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ, пултаруллӑ та хастар ҫынсене пачӗ. "Эпир тӗрлӗ чӗлхепе калаҫатпӑр, пирӗн тӗрлӗ культура. Апла пулин те пире ҫӗршыва юратни пӗрлештерет. Пӗрле пулнӑран вӑйлӑ эпир. Раҫҫей яланах вӑйлӑ ҫӗршвв пулӗ", - палӑртрӗҫ уявра.

www.hypar.ru