Комментари хушас

19 Çĕртме, 2019

«Пирĕн республикăра антидопинг ĕçне аван йĕркеленĕ»

Раççейри допингпа кĕрешекен агентство /РУСАДА/ хăйĕн официаллă сайтĕнче Чăваш Ен спортсменĕсем антидопинг йĕркине пăсни çинчен çыру пичетленĕ. Ăна, аса илтерер, «Шупашкар—арена» пăр керменĕн конференци залĕнче иртнĕ брифингра тишкерчĕç.

Çырура палăртнă тăрăх — РУСАДА ĕçченĕсем Чăваш Республикинчи спорт училищисен пĕринче /кунта сăмах Шупашкарти Олимп резервĕсен училищи пирки пырать ахăртнех/ 2017 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа 2019 çулхи çĕртме уйăхĕччен тĕрĕслев ирттернĕ. Çавăн чухне специалистсем антидопинг йĕркине пăсакан 60 ытла тĕслĕх тупнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче 140 ытла çынран /спортсменсемпе тата вĕсемпе пĕрле ĕçлекенсенчен/ ыйтса пĕлнĕ. 33 спортсмен тĕлĕшпе ятарлă ĕç пуçарма палăртнă.

Олимп резервĕсен училищин директорĕ Юрий Плотников каланă тăрăх — çав тапхăрта, чăн та, агентство ĕçченĕсем валли училищĕре пĕр пÿлĕм уйăрса панă. Анчах унта камран мĕн ыйтни пирки ертÿлĕхе пĕлтермен. Сăмах май, РУСАДА специалисчĕсем пирĕн республикăра иртекен пысăк ăмăртусенчен нихăçан та юлмаççĕ, унта хутшăнакан спортсменсене тĕрĕслесех тăраççĕ. Чăваш Ен спортсменĕсем республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕнче сипленеççĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ.

РУСАДА специалисчĕсене уйрăмах пĕр тĕслĕх кăсăклантарнă. 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче РУСАДА полицийĕ пĕр спортсмена сиплев вăхăтĕнче /ăмăрту тапхăрĕнче мар/ капельницăпа венăран эмел янине асăрханă. Унпа сипленме спортсмена врач сĕннĕ пулнă. Ку эмел спортра усă курма юраман препаратсен йышне кĕмест пулин те вĕсем çак препаратăн дози — 250 мл — пысăк пулнине палăртнă.

Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн тĕп врачĕн заместителĕ Александр Егоров ăнлантарнă тăрăх — 50 миллилитртан ытларах виçеллĕ эмелсене ăмăртуччен ултă сехет маларах усă курассине спортра юраман меслетсен йышне кĕртнĕ.

Ку тĕслĕх пирки агентство йĕрке хуралçисене пĕлтернĕ, вĕсем медицина ĕçченĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ку тĕслĕхре преступлени сĕмĕ çуккине палăртса чÿк уйăхĕнче ĕçе хупнă. 2018 çулхи ака уйăхĕнче РУСАДА ыйтнипе асăннă уголовлă ĕçе тепĕр хут пăхса тухма йышăннă. Тĕрĕсленĕ хыççăн уголовлă ĕçе чарса лартнă. Ку тĕслĕхе Шупашкарти Ленин районĕн судĕнче те тишкернĕ, медицина учрежденийĕн ĕçченĕ нимĕнле преступлени туманнине шута илсе 2019 çулхи нарăс уйăхĕнче уголовлă ĕçе хупнă.

Агентство çырăвĕнче палăртнă тăрăх — медицина организацийĕн ертÿлĕхĕ йĕркене пăснă врача, вăл отпускра пулнă пирки, усă курма юраман препаратсемпе тата сиплев вăхăтĕнче эмелсемпе усă курмалли хăйнеевĕрлĕхсем çинчен ăнлантарса паман иккен. Александр Витальевич пĕлтернĕ тăрăх — çак уйрăмлăхсем çинчен медицина ĕçченĕсене пĕрре мар калаçу ирттернĕ, 2017 çултах вĕсем РУСАДА ирттернĕ онлайн-курсра пĕлĕве тарăнлатнă. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче медицина учрежденийĕн ĕçченĕсем валли агентство специалисчĕсем çĕнĕлĕхсем пирки вĕрентÿ семинарĕ ирттернĕ.

Михаил Викторович пĕлтернĕ тăрăх — ЧР Спорт министерствине агентство хальлĕхе официаллă пĕр çыру та ярса паман. РФ спорт ведомствишĕн те ку çыру кĕтменлĕх пулнă. Антидопинг йĕркине пăхăнас ыйтупа пирĕн республикăра чылай мероприяти йĕркелеççĕ. Семинарсемпе тĕлпулусем, занятисем нумай хутчен ирттернĕ. Вĕсене спорт ертÿçисемпе медицина ĕçченĕсене, тренерсемпе спортсменсене явăçтарнă. «Пирĕн республикăра антидопинг ĕçне аван йĕркеленĕ, юлашки икĕ çулта допингпа усă курнă тĕслĕхсем тупса палăртман», — терĕ министр.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

ПĔЛМЕ

Пирĕн республикăра спорт резервне хатĕрлес тĕлĕшпе 53 спорт организацийĕ ĕçлет. Спорт шкулĕсенче 33501 çамрăк ăсталăха туптать. РФ пĕрлештернĕ командăсен йышне 108 спортсмена кĕртнĕ.

Рубрика: