Комментари хушас

19 Çĕртме, 2019

Çавра сĕтелте сусăрсем çинчен калаçрĕç

Чăваш Ен прокуратуринче сусăрсене пурăнмалли условисемпе тивĕçтерес ыйтупа çавра сĕтел иртрĕ. Унта тĕрлĕ министерство, общество организацийĕн, прокуратура, пенси фончĕн тата организаци предстваителĕсем хутшăнчĕç.

Республика прокурорĕ Василий Пословский каланă тăрăх 2018 çулта сусăрсем тĕлĕшпе тунă 300 нарушени тупса палăртнă, 116 çынна явап тыттарнă. Общество транспорчĕпе çыхăннă ыйтусем нумай. Автобусра кондукторсем, пассажирсем инвалидсемпе кăмăллăн калаçмаççĕ, пулăшмаççĕ.

Чăваш Енри сусăрсен обществин председателĕ Маргарита Кузьминых та хумханса сăмахларĕ. Утайманнисене хваттертен урама тухмашкăн майсем туса паман тĕслĕх чылай. Организацисенче инвалид ачасем валли уйрăм вырăнсем уйăрман. Физкультурăпа спорт учрежденийĕсенче те ятарлă оборудованипе тивĕçтермен. Маргарита Павловна ырă тĕслĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Калăпăр, Канаш хулинчи пĕр садикре сусăрсем валли уйрăм ушкăн уçăлнă.

Видеоçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ çавра сĕтеле пухăннисем чылай ыйту пачĕç. Калăпăр, нумай хваттерлĕ кивĕ çуртсенче пандуссем вырнаçтарма васкамаççĕ. Чылай лавккара инвалидсене çÿремелли услови туман. Анна Чижова ячĕллĕ фонд ертÿçи Николай Соловьев чирлĕ ачасене пăхакан ашшĕ амăшне пулăшакан ятарлă çынсем кирлине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: