Комментари хушас

21 Çĕртме, 2019

Чăваш Ен тата Киров облаçĕ: хутшăнусем çирĕпленеççĕ

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ тата Киров облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕ пĕрле ĕçлесси çинчен килĕшÿ турĕç.

Документа Чăваш Республики енчен Альбина Егорова, Киров облаçĕ енчен Владимир Быков алă пусса çирĕплетрĕç.

Киров облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн Председателĕ Владимир Быков:

- Чăваш Ен тата Киров облаçĕ облаçĕ яланах туслă пулнă. Халĕ килĕшĕве çирĕплетнĕ хыççăн пирĕн хутшăнусем тата та лайăхланĕç. Чăваш Республикинче ырă ĕç сахал мар тăваççĕ. Киров облаçĕ те питĕ хăйне евĕрлĕ, пирĕн те Чăваш Ен пекех, интересли нумай. Сире хамăр патра курма яланах хавас.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: