Комментари хушас

23 Çĕртме, 2019

Шупашкарта ачасен «Легендăсем. Юмахсем. Халапсем» фольклор фестивалĕ иртрĕ

Паян Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри ачасен «Легендăсем. Юмахсем. Халапсем» фольклор фестивалĕ иртрĕ. Вăл пĕрремĕш хут кĕрлерĕ.
Мероприятие ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев тата ЧР Пуçлăхĕн çумĕнчи Старейшинăсен канашĕн председателĕ Лев Кураков уçрĕç. «Сире пурне те çак хĕвеллĕ кун тав сăмахĕ калатăп. Ачасем уява илем кÿреççĕ. Вĕсем — пирĕн пуласлăх. Ачасен пичĕсенче йăл кулă куратпăр. Эппин, вĕсем сывă. Пирĕн çемьесенче яланах телей пултăрччĕ», — терĕ Константин Геннадиевич.
«Хаклă туссем, хăнасем! Паян ырă чĕресен уявĕ. Ача ют пулмасть. Кашниех пирĕншĕн тăван. Ачасен телейлĕ пуласлăхĕшĕн тăрăшмалла. Пирĕн вĕсемшĕн савăнмалла. Çĕр çинчи чи лайăх ачасем Раççейре пурăнаççĕ. Туслă пуласчĕ пирĕн», — сăмах илчĕ Лев Пантелеймонович.
«Эпир хамăр историе хамăр тăватпăр. Ачасем йăла-йĕркене юратасси пиртен килтен», — терĕ ертÿçĕ. Уяв хуçи — туслăх пулчĕ. Тĕрлĕ регион туслăхĕ.
Фестивале Краснодар крайĕнчи Геленджик тата Сочи хулисенчен, Самар, Астрахань, Архангельск, Владимир облаçĕсенчен, Чăваш Енри Етĕрне, Шăмăршă, Комсомольски, Йĕпреç районĕсенчен тата Çĕнĕ Шупашкар хулинчен килсе çитнĕ фольклор ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Ачасем тĕрлĕ вăйă кăтартрĕç, халăх юррисене шăрантарчĕç, юмах-халаппа савăнтарчĕç. Фестиваль вĕçĕнче пурте сцена çине тухса туслăх пуррине çирĕплетрĕç.
www.hypar.ru
Валентина СЕЛЕНИНА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: