Комментари хушас

24 Çĕртме, 2019

Республикăн тĕп пуянлăхне патшалăх наградисемпе чысларĕç

Республикăн тĕп пуянлăхĕ — унăн ĕçчен те маттур, пултаруллă та хăватлă çыннисем. Çакăн пек хастарсен пĕр ушкăнне паян Правительство çуртĕнче патшалăх наградисемпе чысларĕç.

…Акă Евгений Жучков кун-çулне право йĕркине тата саккунлăха çирĕплетессипе çыхăнтарнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та яваплă çак ĕçрен пăрăнман: паян вăл ветерансен юхăмне аталантарассине, çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине пысăк тÿпе хывать. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Нина Григорьева хăйĕн ĕмĕрĕнче вун-вун сăнар калăпланă, халăх чун-чĕрине вăл Селиме пек те, Нарспи пек те, Аксиньăпа Варька пек те кĕрсе вырнаçнă. Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрçкасси шкулĕнче ĕçлесе Василий Семенов тата миçе ăрăва пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă-ши? Ахăртнех, вĕсене шутласа кăларма икĕ алăри пÿрнесем те çитес çук… И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тахçанах кадрсен лаççи пулса тăнă. Республика экономики валли ĕç аллисем хатĕрлессинче, паллах, Леонид Митрюхинăн тÿпи те пысăк. Николай Миллин ертсе пыракан «Лама» пĕрлĕх тата инноваци производствин аталанăвне сахал хăват парать-им?

Республика клиника больницинче анестезиолог-реаниматологра ĕçлекен Вадим Григорьева ылтăн аллисемшĕн, çивĕч ăс-тăнĕшĕн тав тăвакан çын тата мĕн чухлĕ-ши? «37 çул эпĕ çак ĕçре. Çак хушăра темĕн те курма тиврĕ. Вилĕм аллинчен туртса илнĕ кашни пурнăç — хăй пысăк çĕнтерÿ. Унашкалли вара пирĕн, тухтăрсен, сахал мар пулать», — терĕ Вадим Леонидович. Çĕнĕрен пурнăç парнеленĕ çынсем ăна куллен ырăпа аса илеççĕ, хăйне те çирĕп сывлăх сунаççĕ. Шăпах çапла, кунта иккĕленÿ пулма пултараймасть…

Çак çынсем — паян Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн аллинчен патшалăх наградисене илнисем — республикăн тĕп пуянлăхĕ пулса тăраççĕ те ĕнтĕ. «Эсир пĕтĕм чунтан, чĕререн тăван çĕре юратакансем, республика чечекленĕвĕпе ырлăхĕшĕн вăй-хала шеллемесĕр тăрăшакансем, Тăван çĕршыв хăвачĕ пирĕнтен кашнинчен килнине çирĕп ăнланакансем. Хăвăрăн пĕлĕве, ăсталăха, пултарулăха Чăваш Ен аталанăвне хыватăр, — çакăн пек хак пачĕ Михаил Игнатьев пысăк хисепе тивĕçнисене. — Патшалăх наградисем сире малашне те çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарса пырасса шанса тăратăп».

Хисеплĕ ята, орден-медале тивĕçни яваплăха тата та ÿстерет. Награда ĕнерхи е паянхи ĕç-хĕле хак пани çеç мар, ыранхи тивĕçсене те çÿллĕ шайра пурнăçлама хистени те. Чыслава хутшăннисем республика Пуçлăхĕн шанăçне тÿрре кăларма сăмах пачĕç. «Мана «Чăваш Республикин проышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Анчах çакă пĕр манăн ĕçе хак пани çеç мар, пĕтĕм коллективăн çитĕнĕвĕ тесе шухăшлатăп, — терĕ «Лента» пĕрлĕхĕн Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕн директорĕ Елена Яковлева. — Апла тăк пирĕн малашне тата та çине тăрса ĕçлемелле, производство кăтартăвĕсене пысăклатса, ĕç тухăçлăхне ÿстерсе пымалла».

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.