Комментари хушас

1 Утă, 2019

Ачашăн паракан пособие ÿстерессипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе яврĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлура 1,5 çултан пуçласа 3 çулчченхи ачашăн паракан пособие ÿстерессипе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе яврĕç.

Хальхи вăхăтра çак ÿсĕмри пепкешĕн 50 тенкĕ параççĕ. Пособие регионти ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлаштарасшăн. Ку пулăшăва çемьери кашни çыннăн вăтам тупăшĕ çитĕннĕ çынна пурăнма кирлĕ 1,5 е 2 виçерен ытла мар пулсан /халĕ 2 варианта та сÿтсе яваççĕ/ çемьесем илме пултарĕç. Асăннă саккун проектне Патшалăх Думине тăратнă. ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Енре паянхи кун 22 пин çемьере 1,5-3 çулсенчи ачасем пур. Çав шутран 12-13 пин çемье асăннă пулăшăва илме пултарĕ. Çак тĕллевпе тата 1,3 миллиард тенкĕ кирлĕ пулать. Михаил Игнатьев ку тÿлевсене кирлĕлĕх принципне тĕпе хурса парассине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.