Комментари хушас

3 Утă, 2019

Виççĕмĕш Вăрманкассинче ял кунĕ иртнĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Виççĕмĕш Вăрманкассинче пурăнакансем ял кунне палăртрĕç.

Ял уявне çулсерен аслисем те, ача-пăча та чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак кун тăвансемпе, пĕрле ÿснĕ тантăшсемпе, юлташсемпе курнăçма, савăнма май пур. Мероприятие Виççĕмĕш Вăрманкасра çуралса ÿснĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă çынсем те пуçтарăнаççĕ.

Ял кунĕ чăвашсен йăли-йĕркине, историне упрама, ăруран ăрăва вĕрентсе хăварма пулăшать. Мероприятие Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Николаев уçрĕ, пуçтарăннисене ăшшăн саламларĕ. Кĕçех сцена çине «Çавал» фольклор ушкăнĕ тухрĕ. Илемлĕ юрă-кĕвĕ таврана сарăлчĕ. Çынсем спорт ăмăртăвĕсене, конкурссене хаваспах хутшăнчĕç.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: