Комментари хушас

17 Утă, 2019

Тухăçлă аталанма пулăшать

2016 çултан пуçласа çулленех Çĕрпÿ районĕнчи Чăваш ял хуçалăхĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн хирĕнче иртекен Уй кунĕ кăçалхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче çĕр ĕçĕшĕн кар тăракан аграрисене каллех хăйĕн ытамне пухрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин уçрĕ.
— Çĕр ĕçченĕ çак кунсенче пĕтĕм яваплăха туйса выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ янтăлассишĕн тăрăшать. Кунта вăл тĕрлĕ ĕç пурнăçламалли техникăпа пĕрлех выльăх апачĕ хатăрлемеллипе те çывăхрах паллашрĕ, — терĕ Иван Борисович. — Малта пыракан ял хуçалăх предприятийĕсен паха опытне пухса çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа пуянланать, ĕне йышне мĕнле те пулсан сыхласа хăварасчĕ, хуçалăха тухăçлă аталантарасчĕ, тупăш ытларах илесчĕ тесе шухăшлать. Паянхи курав шăпах çак ыйтусене уçăмлатать.
РФ Федераци Канашĕн пайташĕ Вадим Николаев мероприяти пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕ.
— Ял çыннин çĕр çинче ĕçлес килсех тăтăр, хирте лайăх тухăç илсе, выльăх-чĕрлĕх отрасĕнче продуктивлăха ÿстерсе тупăш калăпăшне пысăклатма, çĕнĕ техника туянма пултартăр, — палăртрĕ Вадим Иванович.
Премьер-министр кураври энерги перекетлекен тĕрлĕ техникăпа, республикăра тата тулашĕнче туса илекен ял хуçалăх культурисен пысăк тухăç пама шантаракан сорчĕсемпе паллашрĕ.
Курав утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче малалла ĕçлет.