Комментари хушас

25 Утă, 2019

Чăваш наци конгресĕн çурчĕ çине Элменĕн асăну хăмине вырнаçтарасшăн

Чăваш наци конгресĕн çурчĕ çине Чăваш автономи облаçне йĕркелекенĕн, обществăпа патшалăх деятелĕн Д.С. Элменĕн (Семеновăн) асăну хăмине вырнаçтарасшăн. Çакăн пирки ЧНК пресс-секретарĕ Зоя Яковлева паян Фейсбукра пĕлтернĕ.

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Конгресс президенчĕ Николай Угаслов историне пăрахăçламалла маррине, Чăваш автономи облаçне туса хурассинче Элменĕн тÿпи пысăккине палăртнă. Президиум членĕсем Чăваш наци конгресĕ вырнаçнă çуртра (Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10-мĕш  çурт) 1920 çулта Чăваш автономийĕн Революци комитечĕ (ревком) ĕçленине шута илсе Элменĕн асăну хăмине вырнаçтарас тенĕ. Сĕнÿпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне тухĕç.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Зоя ЯКОВЛЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.