Комментари хушас

1 Çурла, 2019

Призерсен шутне пуçласа лекнĕ

Вăрнар районĕнчи «Химик-Август» футбол команди Пĕтĕм Раççейри ăмăртуран бронза медальпе таврăннă. Тупăшу Псковра ял командисен хушшинче иртнĕ. 16 регионти 2004-2005 çулсенче çуралнă 200 ытла арçын ача хутшăннă унта.

3-мĕш вырăншăн вылянă вăхăтра «Химик-Август» Краснодар крайĕн командине çĕнтернĕ. Илья Максимова «Чи лайăх хапхаçă» ятпа чысланă. «Кĕмĕле» дагестанецсем тивĕçнĕ.

Вăрнарти футбол команди çак ăмăртăва 2010 çултанпа хутшăнать. Призерсен шутне кăçал пуçласа лекнĕ.

www.hypar.ru

Валентина СЕЛЕНИНА.